Ҫӳп-ҫап реформи малалла пырать. Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хушӑвне пурнӑҫласа Чӑваш Енри 4 ялпа 4 хулара ӑпӑр-тапӑр калӑпӑшне виҫеҫҫӗ. Ҫапла майпа хуласемпе ялсенчи уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров
Ҫак контейнерпа Мичман Павлов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансем усӑ кураҫҫӗ. Кивелнӗ сӗтел-пукана та, картишӗнче йӑванса выртакан йывӑҫ-турата те кунтах купалаҫҫӗ.Тӗрӗслекенсем пӗтӗмпех шута илеҫҫӗ. Ку ҫуртра пӗр кунра 100 килона яхӑн ҫӳп-ҫап пухӑннӑ.
Ҫакӑн пек ӗҫе ҫулталӑкне 4 хут ирттермелле: ҫуркунне, ҫулла, кӗркунне тата хӗлле. Ҫуркунне ҫӳп-ҫап нумайрах пухӑнни каламасӑрах паллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Первомайски урамӗнчи 44-мӗш ҫуртра пурӑнакансем икӗ контейнер тултарнӑ. Пӗри - 218, тепри - 179 кило пулчӗ. Вӗсенчен савӑт виҫине кӑлараҫҫӗ те мӗн чухлӗ ҫӳп-ҫап пухӑннине пӗлеҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче те контейнерсене кашни кунах виҫеҫҫӗ. Хальхинче кунта 34 кило ҫӳп -ҫап пухӑннӑ.
Ҫакӑн пек виҫни нормативсене лайӑхрах пӗлме май парать. Нумай хваттерлӗ тата уйрӑм ҫуртсенче мӗнлерех лару-тӑру пулни тӳрех курӑнать.
Пирӗн республикӑра пурӗ контейнер лартмалли 13 пин ытла вырӑн йӗркеленӗ, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшчен тата 3 пин ытла лаптӑк тумалла. Ҫак тӗллевпе 105 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 70 миллионӗ - республика бюджетӗнчен. Пурӗ 18 пин ытла ҫӳп-ҫап савӑчӗ вырнаҫтарнӑ. Тата 11 пин ытла кирлӗ.