Сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ, ыттисемпе хутшӑнаҫҫӗ

"Ҫурхи такан" фестиваль вара Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи сывлӑх енчен хавшакарах ҫӗре яхӑн ачана пӗрлештерчӗ. Кӑҫалхипе 3-мӗш хут йӗркеленӗ уяв Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорт шкулӗнче иртрӗ. Кунта ачасене туслӑ утсемпе лаша ӗрчетекенсем кӗтсе илчӗҫ.

Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев

Шупашкарти Станислав Андреев, шалкӑм ҫапнине пӑхмасӑр, тӗллевӗсене пурнӑҫлама пӗлет. Кунта та вӑл ҫӗнтерес шутпах хутшӑнать. Ҫавӑнпа ыттисем уяв саманчӗсемпе килленнӗ хушӑра ӑмӑрту ҫулне тӗпчет. Вӑл тӑтӑшах лаша утланса ҫӳрет пулин те, фестиваль умӗн тренировкӑсем ирттерме тӑрӑшть. "Ҫурхи такан" тупӑшӑва 7 ҫултан пуҫласа 18 тултарайман ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем республикӑри тӗрлӗ ял-хуларан кӑна мар, кӳршӗллӗ регионсенчен те пуҫтарӑннӑ.

Фестивале хутшӑнакансене илсе ҫӳреме 4 лаша ятарласа хатӗрленӗ. Ӑмӑрту ҫулне те ачасем мӗнле утланса ҫӳренине шута илсе йӗркеленӗ. Пӗр-икӗ хутччен ҫеҫ лашапа ярӑнса курнисене харӑсах темиҫе ҫын пулӑшса пырать, тилхепене ҫирӗпрех тытакансем урхамаха хӑйсем тӗллӗн чуптарма пултараҫҫӗ. Опытне пӑхмасӑр пур ачана та утланса ҫӳреме килӗшет, ашшӗ-амӑшӗ вара тӗпренчӗкӗсемшӗн шикленинне пытармасть.

Специалистсем утланса ҫӳренин уссине палӑртаҫҫӗ. Йывӑр чирсене, сӑмахран церебраллӑ паралича, аутизма е Даун синдромне сыватма май ҫук. Анчах сывлӑха ҫирӗплетме, ыттисемпе хутшӑнма пулать. Унсӑр пуҫне ҫакнашкал тӗл пулусенче ачасем пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ.

Станислав Андреев та хӑй палӑртнине пурнӑҫларӗ: "Ҫурхи такан" фестиваль ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулчӗ. Ҫапах та кубоксемпе парнесенчен ытларах ҫакӑ ӑна тата ытти ачасене малалла талпӑнма вӑй хушни хавхалантарать.