Шупашкарта наци костюмӗн «Золотая россыпь веков» регионсен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ

Ӑна тӗп хула 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Уява мӗн тӗллевпе тата камсем хутшӑннине Екатерина Фомина каласа кӑтартать.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров, Владимир Карсаков

Культурӑпа ӳнер институтӗнче хӑнасене яланах тарават. Наци костюмӗн фестивальне кунта икӗ ҫул каялла ирттернӗ, ун чухне вӑл республика шайӗнчи уяв пулнӑ. Кӑҫал вара ытти регионсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тюмень, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мари, Удмурт, Мордва, Пушкӑрт, Чӑваш республикисенчи ӑстасен пултарулӑхне пахаларӗҫ фестивальте.

Тюмень хулинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем фестивале наци тумӗн виҫӗ коллекцине илсе килнӗ. Вӗсем тутар тата вырӑс халӑхӗсен ҫи-пуҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ача-пӑча валли ҫӗленисем те куракансен кӑмӑлне кайрӗҫ. Ӑна Тюменьти пултарулӑх центрне ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ хатӗрленӗ. 17 наци ҫыннин ҫи-пуҫне Шупашкарти сатик ачисем сцена ҫине кӑларчӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансен ӗҫӗсене виҫӗ номинацире пахаларӗҫ: авалхи йӑласене пӑхӑнса ҫӗленӗ, хальхи вӑхӑтри тата сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫ. Фестивале ҫамрӑк дизайнерсем те, паллӑ ӑстасем те хутшӑнчӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи хастарсем Шупашкарта ҫакнашкал уяв иртессине пӗлсен хаваспах ҫула тухнӑ. Кунта хамӑра та кӑтартатпӑр, ыттисемпе те паллашатпӑр, - теҫҫӗ вӗсем.

Фестиваль гала-концертпа вӗҫленчӗ. Ҫавӑн пекех унта хутшӑнакансем валли ӑсталӑх урокӗсем иртрӗҫ.