Ялти спортсменсем хуларисенчен кая мар

Чӑваш Енре пӗтӗм Раҫҫейри акробатикӑлла рок-н-ролл фестивалӗ иртрӗ. Шупашкара тӗрлӗ регионти аэробикӑпа туслӑ чи пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Ҫӗршыв шайӗнчи уҫӑ фестиваль ташӑ спортне кӑмӑллакан пиншер ҫамрӑка Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче пухрӗ. Сцена ҫинче 3 ҫулти ачасенчен пуҫласа 30-40 ҫултисем те тупӑшрӗҫ. Чӑваш Енре кӑна халӗ фитнес-аэробика 7 пин ҫынна пӗрлештерет. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем тӗрлӗ район-хуларан 100-шер, 200-шер ҫынран тӑракан пысӑк ушкӑнсемпе килсе ҫитнӗ.

Ҫӑмӑл хускануллӑ пулма пулӑшакан илемлӗ спорт хӑй патне ытларах та ытларах ҫынна туртать. Ҫакӑ Раҫҫей президенчӗ лартнӑ тӗллеве те пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Ятарлӑ хушупа килӗшӳллӗн ҫӗршывра физкультурӑпа туслӑ ҫынсен шучӗ 55 процента ҫитмелле. Чӑваш Енре ку кӑтарту хальлӗхе 45 процентпа танлашать. Ҫакӑнта та фитнес аэробикин тӳпи пысӑк.

Илӗртӳллӗ спорт районсенче те аван аталанма пуҫланине палӑртмалла. Комсомольски, Тӑвай, Вӑрнар тата ытти тӑрӑхран килнӗ ҫамрӑксем куракансене хулари ушкӑнсенчен кая мар пулнине ӗнентерчӗҫ.
Тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем "Хип-хоп", "Соло", "Акробатика рок-н-роллӗ" тата ытти дисциплинӑра тупӑшса медальсемпе кубоксене ҫӗнсе илчӗҫ. Чи хастаррисем паян Челябинскра иртекен ҫӗршыв чемпионатне тухса каяҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш спортсменӗсем Польшӑри Краков хулинче пулакан Европа чемпионатне, унтан Голландири Амстердамри тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ.