Тӗп тӗллев - ҫынсене паха продукципе тивӗҫтересси

Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗн управленийӗ предприятисемпе социаллӑ учрежденисенчи апат-ҫимӗҫ пахалӑхне асӑрхасах тӑрать. Ҫак тӗллевпе тӑтӑшах тӗрлӗ район-хулара рейдсем йӗркелет. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе Комсомольскинчи сӗт комбинатӗнче пулчӗҫ.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Гульнара Хайртдинова фермер ертсе пыракан сӗт-ҫу завочӗ 5 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑҫал комбинатра ҫӗнӗ цех хута янӑ. Вырӑнти халӑх валли хӑтлӑ ӗҫ вырӑнӗсем тунӑ. Хуҫалӑхра тӑрӑшакансен умӗнче яланах пӗр тӗллев - паха продукци туса кӑларасси. Кашни кунах вӗсем Комсомольскипе ҫывӑхри районсенчен 100 тонна таран сӗт турттараҫҫӗ.
Сӗтрен таса та усӑллӑ юр-вар хатӗрлесси яваплӑ ӗҫ. Ҫавӑнпах комбинат хӑйсен продукци пахалӑхне тӗплӗн тӗрӗслеме ыйтса Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне заявленипе тухнӑ. Ятарлӑ служба ҫак ӗҫе тӳлевсӗрех тӑвать. Специалистсем сӗт йышӑнакан цехри чӗр тавара та, сутма хатӗрленӗ продукцие те проба илеҫҫӗ, хуҫалӑхри тасалӑхпа ытти лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.

Сюжета эфира кӑларма хатӗрленӗ вӑхӑтра пире ку комбинатран лабораторие янӑ сӗт пахалӑхӗ аван пулнине пӗлтерчӗҫ. Урӑхла пулма та пултараймӗ.

Апат-ҫимӗҫ продукцийӗн пахалӑхне тӗрӗслекен патшалӑх мониторингӗ ҫакӑн пек тӗрӗслевсем ирттерсе йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем те час-часах палӑртать.

Сиенлӗ хутӑшлӑ е паха мар продукцин хакӗ те йӳнӗ. Ытларах чухне вӗсене социаллӑ учрежденисенче: сатиксемпе шкулсенче, интернатсемпе ваттисен ҫурчӗсенче тупса палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак организацисем продукци кӑларакан предприятисемпе танах ял хуҫалӑх надзорне апат-ҫимӗҫ пахалӑхне тӗрӗслеме ыйтса заявлени ҫырсан аванрах пулӗ.