Чӑваш академи драма театрӗ кунта пӗрремӗш хут

Кăçал Тюмень облаçĕнче Чăваш культурин кунĕсем уйрăмах тухăçлă иртеçҫӗ. Çакна аякра пурăнакан йăхташăмăрсем хăйсем патне пĕрремĕш хут Шупашкар артисчĕсем килнипе те çыхăнтараççĕ. Академи драма театрĕн гастролӗсене Тюмень облаçĕн правительствипе ку тăрăхри чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ йĕркеленĕ.

Алиса Александрова, Зоя Яковлева

Малтанах артистсем Заводоуковск хулинче пулчĕç. Кăнтăрла «Как Настя чуть Кикиморой не стала» юмах кăтартрĕç. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ зал тулли пуçтарăнчĕç. Тюмень тăрăхĕнчи тĕрлĕ районтан килнĕ куракансем. «Хули таса та тирпейлĕ, халăхĕ ырă кăмăллă та тарават», - терĕç кунта пурăнакансем пирки артистсем.

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара труппа Тюмень академи театрĕн сцени çине Арсений Тарасов пьесипе лартнă «Туя туй пек тăвар-и?» камитпе тухрĕ. Хамăр республикăра çуралса ÿснĕ, халĕ инçетри Çĕпĕрте пурăнакансем тинех тăван тăрăха туслăх кĕперĕ хывма тÿр килнишĕн шутсăр савăннă. Вĕсем май килнĕ таран чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраççĕ, тĕрле уяв ирттереççĕ. Наци культурисен центрĕнче пĕрле пуçтарăнса тăван культурăна аталантарассипе тăрашаççĕ. Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Сычева халĕ Автономиллĕ Ханты-Манси округĕнче пурăнать. «Шăп та çак вăхăтра хĕрĕм патне Тюмене хăнана килни телей пулчĕ маншăн», - тет вăл.

Раççейри Театр çулталăкĕнче РСФСР халăх артисчĕ Нина Яковлева, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Любовь Федорова, Иван Ивановпа Сергей Иванов Чăваш халăх артисчĕсем тата халăх кăмăллакан ытти сцена ăстисем хăйсем патне килни пысăк парне пулчĕ Çĕпĕрти чăвашсемшĕн.