Республикӑра кӗрхисем мӗнле хӗл каҫнине тӗпчеҫҫӗ

Ӗҫӗ те, тӑкакӗ те ытларах пулать. Республикӑри хуҫалӑхсенче халӗ ака-суха ирттернипе пӗрлех, кӗрхи калча хӗл епле каҫнине пахалаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Патӑрьел районӗнче те йӗркеленӗ. Унта еплерех лару-тӑру пулнине пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗпчерӗ.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Кӗрхи тулӑ анипе утнӑ май "Хастар" хуҫалӑх ертӳҫи Валерий Косойкин кӑмӑл хуҫӑлнине пытармасть. "Вӑхӑтра, агротехникӑна пӑхӑнса акрӑмӑр, пысӑк тухӑҫ кӗтни кӑлӑхах пулчӗ иккен, - тет вӑл. Кӗрхи культурӑсем хуҫалӑхӑн 117 гектар.

Ҫанталӑк кӑҫал хресчен майлӑ пулмарӗ. Малтан тӑпрара нӳрӗк пулмасӑр вӑй илеймерӗ, унтан юр лариччен сивӗпе нушаланчӗ калча. Вӑл хӗл епле каҫнине халӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи агрономсем, метеостанцири специалистсем тӗрӗслеҫҫӗ. "Хастар" хуҫалӑх анисене те пахаларӗҫ.

Республикӑри ытти районта та кӗрхи культурӑсем шар курнӑ. Сӑмах май, вӗсене пурӗ 102 пин ытла гектар акса хӑварнӑ. Ку малтанхи ҫулпа танлаштарсан 30 процент нумайрах. Пӗтне лаптӑксене тепӗр хут акасси ҫӗр ӗҫченне, паллах, хушма тӑкак кӳрет. Ҫавна май, ӑна пулӑшмалли майсем пирки шутламалла.

Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтнӗ лаптӑксене ҫӗнӗрен акма вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Лару-тӑрӑва унта асӑрхасах тӑраҫҫӗ.