Етӗрнери архив 95 ҫул тултарать

Паян 16 сехетрен пуҫласа республикӑра "Архивсен каҫӗ" иртет. Кӑҫал ӑна Театр ҫулталӑкне халалланӑ. Патшалӑх истори архивӗнче ҫавна май Чӑваш, Вырӑс тата Ҫамрӑксен театрӗсенче ӗҫлекенсемпе тӗл пулусем йӗркелеҫҫӗ. "Чӑвашкино" студийӗпе электронлӑ документсен архивӗнче вара артистсемпе курнӑҫнипе пӗрлех, ачасем валли юмах тата СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халаллалнӑ фильм кӑтартаҫҫӗ. Етӗрне районӗнчи архив та куракансене кӗтет. Кӑҫал 95 ҫул тултаркан управӑшра чылай кӑсӑклине пӗлме пулать.

Ирина Николаева, Виктор Степанов

Аҫа ҫапнӑ 17 ҫулти хӗре вилнӗ ҫын ӳтне куҫарса лартнипе ҫӑлса хӑварма пултарнӑ, юлташӗсемпе тавлашса 11 йӗп ҫӑтса янӑ ар ҫынна вилӗмрен хӑтарнӑ. Етӗрне больницинче хӑй ирттернӗ ҫакнашкал вун-вун тӗлӗнтермӗш операцине Борис Яковлев хирург ал ҫырӑвӗсенче сӑнласа хӑварнӑ. Вӑл ҫуралнӑранпа кӑҫал шӑпах 115 ҫул ҫитрӗ. Борис Павлович ӗмӗрӗпех сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫленӗ, «Чӑваш тата РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эвакогоспитальте йывӑр аманнӑ салтаксене ҫӑлнӑ, унтан таврӑнсан Етӗрнери юхӑннӑ больницӑна хута ярса район ҫыннисене паха медицина пулӑшӗвӗ кӳнӗ, хирург ӗҫӗпе пӗрлех куҫ, шӑл, хӗрарӑм тухтӑрӗ те пулнӑ. 1983-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те, вӑл сипленӗ ҫынсем ӑна халӗ те ырӑпа аса илеҫҫӗ. Етӗрне архивӗнче район аталанӑвӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ентешӗсен пурнӑҫӗпе кун-ҫулне сӑнлакан 49 фонд упранать. Ветерансен, колхоз ертӳҫисен, вӗрентекенсемпе тухтӑрсен, таврапӗлӳҫӗсен, районпа хулан хисеплӗ ҫыннисем ҫинчен каласа паракан документсемпе сӑн ӳкерчӗксене тата ытти хаклӑ тупрана таванӗсемпе пӗлӗшӗсем килсе панӑ. Кунта вӗсене ҫитес ӑрусем валли типтерлӗн упраҫҫӗ. Ҫапах та чылай чухне ҫынсем архива кирлӗ хутсене шырама килеҫҫӗ.

Вера Громова 17 ҫул кунта ӗҫленӗ. 2002-мӗш ҫултанпа унӑн хӗрӗ - Майя Ильина район архивне ертсе пырать. Паянхи кун пӳлӗмсенче 37 пин ҫурӑ документпа тӗрлӗ пурлӑх шутланса тӑрать. Ку - кӑткӑс ӗҫ пулнине палӑртаҫҫӗ халӑх астӑвӑмне упракансем. Кунта хӗвел пайӑрки лекмелле мар, ятарлӑ температурӑна пӑхӑнмалла. Чи пӗлтерӗшли - кашни хутӑн хӑйӗн вырӑнӗ пулмалла. Архивӑн 95 ҫулхи историйӗнче чылай синкерлӗ самант пулнӑ: управӑша 9 хутччен тӗрлӗ ҫӗре куҫарнӑ, ҫав шутра нӳрӗ путвала та, тӑрри ишӗлнӗ чиркӗве те. Ун чухне чылай документ пӗтнӗ. 2004-мӗш ҫулта архива маларах сатик пулнӑ, халӗ искусство шкулӗн ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Иртнине упранипе пӗрлех малашлӑх ҫинчен шутламаллине тӗпе хураҫҫӗ архивра ӗҫлекенсем.