Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Ҫемен Элкер поэт, прозаик, публицист тӑван литературӑра тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ун ятне Чӑваш АССР-ӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ, Шупашкарта Элкер урамӗ пур, Журналистсен пӗрлӗхӗ ҫулсерен чи пултаруллӑ калем ӑстисене ун ячӗллӗ премипе чыслать.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Ҫемен Элкер, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинчен таврӑнсан Хусанта педагогсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑскер, тӑван ялӗнчи шкулта, "Канаш" хаҫатра, "Сунтал" журналта радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панине шкул ачисем кӑсӑкланса итлерӗҫ. "Паян эсир кун кӗнеки ҫырма пуҫлама пултаратӑр, - тет вӗсене экскурсие ертсе пыракан Галина Еливанова, - кунта Чӑваш халӑх поэчӗн тӑванӗсене курса паллашма, вӗсем мӗн каланине итлеме май пур". Ҫыравҫӑ хӑй те пулни-иртнине типтерлӗн ҫырса пыма кӑмӑлланӑ. Унӑн килти архивӗнче нумай кун кӗнеки упранса юлнӑ.

"Кушлавӑш текен 12 ял уйӗ..." тесенех эпир пурте Ҫемен Элкерӗн "Хӗн-хур айӗнче" поэмине аса илетпӗр. Вӑл ҫавӑн пекех "Вутпа ҫулӑм витӗр" роман-хроникӑн, "Шурӑмпуҫ килсен" историлле романӑн, нумай-нумай сӑвӑ-поэмӑн авторӗ. Оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Василий Николаев халӑх чун-чӗрине кӗрсе вырнаҫнӑ юрӑсемпе пуҫтарӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Тӗлпулӑва килнисем хушшинче Семен Васильевичӑн ывӑлӗпе кинӗ те пур. Петр Семенович литература музейне сӑваплӑ ӗҫӗшӗн тав турӗ, ашшӗн пултарулӑхӗпе интересленекен, ун сӑввисене вулакан ачасене пурнӑҫри вырӑнне тупма ӑнӑҫу сунчӗ. Василий Сипет ҫыравҫӑ поэта 50-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче писательсен пӗрлӗхӗн съездӗнче пӗрремӗш хут курни, вӑл ҫын ҫинче хӑйне мӗн таран сумлӑ тытма пӗлни ҫинчен асилсе каласа пачӗ. Элкер Петӗр Хусанкайпа туслӑ пулнӑ. Атнер Хусанкай ҫав вӑхӑтсене, пӗчӗк пулнӑ пулин те, аванах астӑвать. Литература тӗпчевҫи Элкере чӑвашсен чи пултаруллӑ ҫичӗ сӑвӑҫи йышне кӗртет.

Ҫемен Элкерӗн тӑван ялӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинче, ҫыравҫӑ ячӗллӗ музей пур. Унӑн пуҫлӑхӗ, Раиса Евграфова педагог, ентешӗн еткерлӗхне упрас ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен каласа пачӗ. Ялта "Кушлавӑш уйӗ" ятлӑ литература паркӗ те пур-мӗн, унта, Элкерӗн чи малтанхи сӑввине асра тытса, 12 хурӑн лартса ӳстернӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине республикӑра анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Паян 13 сехетре наци библиотекинче Эртиван Сӑварӗн "Ҫемен Элкер" кӗнекин хӑтлавӗ пулать. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унӑн тӑван ялӗнче литература уявӗ ирттерме палӑртнӑ.