Совет пушар хуралне йӗркеленӗренпе 101 ҫул ҫитрӗ

Ҫак уява Раҫҫейри чрезвычайла лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче паллӑ турӗҫ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

Уява ведомство пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор уҫрӗ. Вӑл Халӑх комиссарӗсен Канашӗ ӗмӗр каялла вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешесси ҫинчен декрет алӑ пуснине аса илтерчӗ. Ҫав документ ҫӗршывӑн пушар хуралне йӗркелесе яма тата аталантарма нумай пулӑшнӑ. Станислав Антонов уйрӑмах ветерансене ӑшшӑн саламларӗ. "Эсир пухнӑ паха пӗлӳпе опыт ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ. Ҫавӑн ҫинче тытӑнса тӑрать те пирӗн ӗҫ",- терӗ вӑл. Ветерансене "Раҫҫей пушар хуралӗ 370 ҫул" медальсемпе наградӑларӗҫ. Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче - Чрезвычайла лару-тӑру министерствин ветеранӗ Василий Нягин.

Уявпа пухӑннисене "Ҫулӑм" ансамбль саламларӗ, пушар хуралне халалланӑ юрӑсем шӑрантарчӗ. Ҫак кунах 10 ҫамрӑк ҫӑлавҫӑ хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласси ҫинчен тупа турӗҫ. Денис Савинкин ку тытӑмра ӗҫлеме мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленнӗ.

Александра Смелова тупа тӑвакансен йышӗнче пӗртен-пӗр хӗр пулчӗ. Вӑл радиотелефонистра тӑрӑшать, ӗҫне чунтан парӑнса тӑвать. Профессие хӑй ирӗкӗпе суйласа илнӗ. "Ҫынсене пулӑшасси ман тивӗҫ",- тет Александра. Уявра газпа тӗтӗмрен хӳтӗлекен служба хастарӗсем ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Ҫулӑм сӳнтернӗ чух мӗнле хатӗрсемпе усӑ курнипе паллашма пурне те кӑсӑклӑ пулчӗ.