Хире пӗрремӗш республикӑн кӑнтӑр енчи районсем тухрӗҫ

Ҫав вӑхӑтрах хуҫалӑхсем халӗ кӗрхисене, нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ. Пӗтӗмпе кӑҫал акнӑ-лартнӑ лаптӑксем 540 пин гектар йышӑнмалла, вӗсенчен 340 пинӗ ҫурхи культурӑсем пулӗҫ. Манӑн ӗҫтеш Екатерина Фомина Патӑрьел районӗн уй-хирне тухса курчӗ, кам мӗн акнине, мӗнле техникӑпа ӗҫленине тӗпчерӗ.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчи Фёдоровсен ҫемйи ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тенине тӗпе хурать. Тӑпрара нӳрӗк пур чухне сухан акса хӑварма васкаҫҫӗ вӗсем. Вӑл 3 гектар йышӑнӗ. Пӗлтӗр ҫу кунӗсенче ҫумӑр ҫуманнипе пысӑк тухӑҫ илеймен, кӑҫал ҫанталӑк хӑйсем майлӑ пуласса шанаҫҫӗ Фёдоровсем. Хакӗсемпе вӗсем кӑмӑллӑ, килоне 80-100 тенкӗпе вырнаҫтарнӑ. Ака валли мӗн кирлине йӑлтах хатӗрлесе хунӑ.

Патӑрьел районӗнче нумай хуҫалӑхра сухан туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗр ку ҫимӗҫе 400 ытла гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, кӑҫал унран кая пулмӗ. Тыр-пул анисем ҫинче те ӗҫ вӗрет. "Труд" хуҫалӑхра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем валли 800 гектар уйӑрнӑ, унсӑр пуҫне ҫӗр улми, куккурус, нумай ҫул ӳсекен курӑксем акма палӑртнӑ. Выльӑх апатне ытларах янтӑласшӑн хуҫалӑх. Ҫӗре пӗрчӗ пӑрахиччен тӑпрана кӑпкалатса тухаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫураки тӗлне кунта икӗ культиватор туяннӑ. Эдуард Петров ҫӗнӗ техникӑна пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.

Патӑрьел районӗнчи ытти хуҫалӑх та ҫурхи ӗҫсене пуҫӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан - икӗ эрне маларах. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫеҫ акма тухнӑ.