Чӑваш наци музейӗнче Раҫҫей финанс министерстви ҫумӗнчи Проба лартакан палата эксперчӗсем ӗҫлеҫҫӗ

Кун пекки республикӑра пулманччӗ-ха: хальччен экспонатсенче ылтӑн-кӗмӗл е хаклӑ йышши чулсем пуррине палӑртма, вӗсен виҫине пӗлсе клеме ҫапма управӑш ӗҫченӗсен Мускава е Чулхулана ҫӳремелле пулнӑ.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова

Наци музейӗн управӑшӗ ҫулсерен тӗрлӗ экспонатпа пуянлансах пырать. Этнографи пайне чӑваш хӗрарӑмӗн авалхи капӑрлӑхне килсе паракансем те ҫук мар. Тухья-хушпӑва, шӳлкеме-тевете кӗмӗл тенкӗсенчен, ахах-мерченрен хатӗрлени паллӑ, анчах музей йӗрки тӑрӑх ҫакна тӗрӗслесе ҫирӗплетмесӗр вӗсене шута илсе инвентарь кӗнекине кӗртме юрамасть.

Экспертсен тимлӗ ӗҫне сӑнама кӑсӑклӑ. Вӗсен тараси чи-чи пӗчӗк виҫене те палӑртаять, вӑл тӗп-тӗрӗс кӑтартнине ятарлӑ центр пӑхсах тӑрать-мӗн. Тӗп ӗҫ хатӗрӗсем - клеме чулӗ, тӗслӗхлӗ проба йӗппи тата хими реактивӗсем.

Капӑрлӑха экспертсем пӗр экспонат пек шутласа тараса ҫинче виҫеҫҫӗ те ун ҫинче миҫе тенкӗ, мерчен, ытти паха чул пулнине шутлаҫҫӗ, вӗсене калӑпӑшне кура уйӑраҫҫӗ, вара кашнин виҫи пайӑррӑн палӑрать. Эпир пынӑ чухне экспертсем патне Канаш хулинчи тӑван ен музейӗнчен те тӗрӗслесе проба лартма капӑрлӑхсем илсе килнӗччӗ.

Экспертсем ҫавӑн пекех музея килсе панӑ патшалӑх наградисенче мӗн чухлӗ ылтӑ-кӗмӗлпе хаклӑ йышши чул пуррине те виҫсе палӑртаҫҫӗ, вӗсем ҫине те клеме ҫапаҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗ Проба лартакан палата ӗҫченӗсемпе малашне те ҫыхӑну тытас тӗллевлӗ, вӗсене килес ҫул татах йыхравлас теҫҫӗ.