Ҫамрӑксене ӗҫлеме те, вӗренме те майсем тунӑ

Чӑваш Енри предприятисенче специалистем ҫитменни куҫкӗрет. Ҫак ыйтӑва татса парас тесе влаҫ тытӑмӗнче те тӑрӑшаҫҫӗ. Вероника Павлова корреспондет Канашри вагон кӑларакан завод ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ май, ҫамрӑк кадӑрсене явӑҫтарас тӗллевпе мӗнлерех ӗҫленине тӗпчерӗ.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

"Промтрактор-Вагон" предприятийӗн ҫӗнӗ цехӗ 2010-мӗш ҫултан ӗҫлет. Кунта пысӑк тиевлӗ вагонсем тата ытти кирлӗ пайсем туса кӑлараҫҫӗ. Хатӗрсене ҫӗршывӗпех ӑсатаҫҫӗ, чикӗ леш енне - Казахстана та леҫеҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри - продукци калӑпӑшне ӳстересси. Пӗлтӗр 1500 вагон тунӑ пулсан, кӑҫал 5 пин ӑсталама палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май ӗҫ аллисем кирлӗ. Пурӗ предприятире 1200 ытла ҫын тӑрӑшать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 200 рабочие ӗҫе илнӗ. Халӗ тата 650 специалист ҫитмест.

Ахаль рабочисем кунта сахалтан та 30 пин ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ. Уйрӑмах цехсенче ҫамрӑксем тӑрӑшни савӑнтарать, теҫҫӗ пуҫлӑхсем. Николай Яковлев 18 ҫулта. Техникум хыҫҫӑн тӳрех завода ҫул тытнӑ. Виҫӗ эрне кӑна тӑрӑшать пулин те, ӗҫ тутине туйма ӗлкӗрнӗ вӑл.

Пӗрисем техникум хыҫҫӑн килеҫҫӗ, теприсене ӗҫе вырӑнтах вӗрентеҫҫӗ. Ҫакна тума предприятин ятарлӑ лицензи те пур. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк специалистсене общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ таран леҫеҫҫӗ.

Цехсене пӗтӗмпех автоматизациленӗ. Тӗслӗхрен, ҫак ӑслӑ техника сварщике ылмаштарма пултарать. Пурнӑҫ таппинчен юлмасӑр ҫӗнӗлӗхе ытти ҫӗрте те усӑ курма тӗллев лартнӑ. Хальлӗхе предприятире виҫӗ тӗрлӗ вагон пуҫтараҫҫӗ. Малашне тырӑ турттармалли техника кӑларасшӑн.