Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн сӑввисен пуххи кун ҫути курнӑ

Наци библиотекинче чӑваш кӗнекин фестивалӗ пуҫланчӗ. Уявӑн пӗрремӗш кунӗ Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ.

Елена Дмитриева, Михаил Солин

"Чӗрене юратма чараймастӑн". Ҫак ятпа Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Сӑвӑсен ахаль пуххи кӑна мар вӑл, терӗ автор. Унта иртнӗ 6 ҫулта ҫырнӑ, ҫавӑн пекех тӗрлӗ халӑх поэчӗсен чӑвашла куҫарнӑ произведенисем кӗнӗ.

Валери Туркай - хӑйне евӗрлӗ ҫыравҫӑ. Сӑвӑ хайласси маншӑн чун киленӗҫӗ, тет вӑл. Вӗсенчен нумайӑшне композиторсем юрра хывнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекене хаклама ҫыравҫӑн ӗҫтешӗсем, тус-юлташӗсем, шкул ачисемпе студентсем йышлӑ пухӑннӑ. Вӑрнар районӗнчи Нурӑс шкулӗнче вӗренекенсем поэтӑн сӑввисене шӑрантарчӗҫ.

Сӑмах ӑсти шкул ачисене тӑван чӗлхене хисепленишӗн, сӑвӑ шухӑшне ӑнланса ӑна вирлӗ калама пултарнишӗн тав турӗ, кӗнекесем парнелерӗ. Валери Туркай тӗрлӗ районти шкулсемпе, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать, тӑтӑшах ҫамрӑксемпе тӗл пулать. Унӑн произведенисене каччӑсемпе хӗрсем кӑсӑкланса вуланине палӑртаҫҫӗ вӗрентекенсем.

"Ҫӑлкуҫ ҫути", "Шурӑ фарфор чашӑк", "Турӑ питӗнчи куҫҫуль", "Чунӑм манӑн чунӑм" - авторӑн халӑхра анлӑ сарӑлнӑ кӗнекисем. "Чӗрене юратма чараймастӑн" та вулакансен кӑмӑлне каясса шанать сӑвӑҫ. Пуҫтарӑннисем вара ӑна пысӑк хак пачӗҫ. Тухса калаҫакансем Валери Туркай сӑввисем пурнӑҫа юратма, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешме, ыррине, пуласлӑха шанма пулӑшнине палӑртрӗҫ. Наци библиотекинче чӑваш литературин уявӗсем эрнипех пулаҫҫӗ.

Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ - халӑхра чӑвашла кӗнекесене ытларах сарасси, тӑван чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсене вулама хистесси.