Никольски-Етерне-Нурӑс ҫула ҫитес ҫул тӗпрен юсама шантараҫҫӗ

Чӑваш Енре кӑҫал 250 ҫухрӑм ҫул юсама тата тепӗр 30 ҫухрӑмне ҫӗнӗрен хута яма тӗллев лартнӑ. Пӗлтӗр тӗпченӗ тӑрӑх, Никольски-Етӗрне-Нурӑс республика пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн ҫуррине тӗпрен юсамалла. Етӗрне районӗнче унӑн 2 лаптӑкӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗтӗмӗшле 11 ҫухрӑм автоҫул водительсемшӗн чӑрмавлӑ. Етӗрнесен нуши ҫинчен тата лару-тӑру хӑҫан улшӑнма пултарни пирки Ирина Николаева каласа кӑтартать.

Ирина Николаева, Виктор Степанов

Бомбӑсем пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи тейӗн. Ҫапла хак параҫҫӗ халӑхра Етӗрнерен Элӗк енне каякан ҫула. Ку ҫулпа шкул автобусӗпе пассажирсене турттаракан транспортӑн та, васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсемпе ҫӑлавҫӑсен те ҫӳреме тивет. Никольски-Етӗрне-Нурӑс ҫулӑн 2 лаптӑкӗнче ҫакӑн пек йывӑр лару-тӑру. Ку - шӑпах 21-мӗш - 31-мӗш ҫухрӑмсенчи вырӑн. Ҫул юхӑннине пула пӗлтӗр кунта йывӑр тиевлӗ транпорта ҫӳреме чарнӑ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансемпе пӗрле Элӗке, Вӑрнара тата унтан та аякарх каякансене ҫӳреме чӑрмавлӑ. Водительсен нуши Етӗрне хулинчен тухнӑ-тухман пуҫланать. Кунта шӑпах республика пӗлтерӗшлӗ автоҫулӑн тепӗр юрахсӑра тухнӑ лаптӑкӗ.

Районти чиновниксем ку лаптӑка 17 ҫул каялла юлашки хут юсанине палӑртаҫҫӗ. Чылай вӑхӑт шӑтӑксене сапланӑ ҫеҫ. 2017-мӗш ҫулта ку тӗлте юсав тума проект та хатӗрленӗ пулнӑ. Анчах хут ҫинче ҫырни хӑҫан пурнӑҫланасси палли те ҫук.

Пӗлтер кӗркунне ҫулсене тӗпчекен ҫӗршыври фирма пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Никольски-Етӗрне-Нурӑс автоҫулӑн 8 ҫухрӑм та 500 метрне тӗпрен юсама йышӑннӑ. Республика ҫулӗсемшӗн яваплӑ "Чувашупрдор" ертӳҫи Владимир Доброхотов хальлӗхе лаптӑксене ҫӗнетме проектпа смета хучӗсене хатӗрлекенпе килӗшӳ тунине палӑртать. Ҫитес ҫул тин автоҫула юсама пуҫлассине шантарать. Проекта кӗртмен юрӑхсӑра тухнӑ лаптӑксене вара, ҫав шутра Етӗрне хулине кӗрсе тухмалли 1 ҫухрӑма яхӑн ҫула, каллех лаптӑкан-лаптӑкан ҫеҫ юсама палӑртаҫҫӗ.