Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗтӗм тӗнчепе пӗрле диктант ҫырчӗҫ

Ҫырулӑх пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 6 лаптӑкра пухӑнчӗҫ. Пирӗн корреспондент Алексей Енейкин Чӑваш патшалӑх университетӗнче диктант ҫыракансемпе тӗл пулчӗ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

Пӗтӗмӗшле диктант вӑхӑтне 14 сехет тӗлне кӑна палӑртнӑ пулин те, хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем Чӑваш патшалӑх университетне самай маларах пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ. Ытларахӑшӗ тӗрлӗ факультетра вӗренекен студентсем.

Диктант ҫыракансене валли университетӑн ҫӗнӗ корпусӗнче малтанласа палӑртнӑ 4 аудитори ҫителӗксӗр пулчӗ. Хӑнасене 6 пӳлӗмре вырнаҫтарчӗҫ. Студентсемсӗр пуҫне шкул ачисемпе тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем уйрӑмшар аудиторисене саланчӗҫ. Ҫырулӑх пӗлӗвне тӗреслекенсене валли Павел Басинский журналист ҫырнӑ "Ловец душ" ятлӑ 4 пайлӑ монографи хатӗрленӗ. Вӗсене автор Максим Горькийӗн "На дне" пьесине халалланӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем монографин 3-мӗш пайне ҫырчӗҫ. Текста университетри филологсем вуларӗҫ. Залра ытти ҫӗршывран килнӗ студентсене те курма пулчӗ. Вӗсем валли ятарласа ҫӑмӑллатнӑ текст хатӗрленӗ. Акцие тӗрлӗ наци халӑхӗ хутшӑнни диктант сумне ӳстерсе кӑна пырать.

2018-мӗш ҫулта Чӑваш Енре пӗтӗмӗшле диктанта 30 ытла ҫын кӑна "5" паллӑлӑх ҫырнӑ. Ҫакна шута илсе нумайӑшӗ ятарласах тӗплӗ хатӗрленнӗ.

Диктант пӗтӗмлетӗвӗсем паян паллӑ пулаҫҫӗ. Интернет урлӑ ҫырнисем вара хӑйсен кӑтартӑвӗсене акци сайтӗнче пӗлме пултараҫҫӗ. "5" паллӑна тивӗҫнисене Александр Пушкин поэт ҫуралнӑ кун - ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чыслама палӑртнӑ.