Пӗрремӗш пулӑшу пама кашнин пӗлмелле

Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем тата тухтӑрсем ачасене пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентрӗҫ. Ҫавӑн пекех инкекре хӑйсене мӗнле тытмаллине каласа пачӗҫ. Ҫакӑ мӗн тума кирлӗ? Тӗплӗнрех - пирӗн сюжетра.

Елена Дмитриева, Татьяна Иванова, Владимир Синдеев

Ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем тата хӑйсен ирӗкӗпе пушара хирӗҫ кӗрешекен пӗрлешӳри хастарӗсем ҫакӑн пек мастер-классем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Специалистсем ачасене пушарта, шывра тата халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче хӑйсене мӗнле тытмаллине каласа кӑтартаҫҫӗ, пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентеҫҫӗ.

"Хӗрлӗ автана" мӗнле сӳнтермеллине тата ҫулӑм мӗнрен тухма пултарнине аслӑ классенче вӗренекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Кӗҫӗн классенчи ачасем валли вара викторина ирттерчӗҫ. Акцин тӗп тӗллевӗ - ҫамрӑксене кӑткӑс лару-тӑрура хӑйсене тӗрӗс тытма вӗрентесси. Час-часах инкек патне ачасен тимсӗрлӗхӗ илсе ҫитерет.

Пӗрремӗш пулӑшу пама пӗлни те ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Ҫын тӑнне ҫухатсан хумханма кирлӗ мар, васкавлӑ пулӑшу ҫитиччен ӑна ҫӑлма тӑрӑшмалла. Ҫынпа калаҫмалла, вӑл хӑйне мӗнле туйнине ыйтсах тӑмалла.

Енчен те ҫын тӑнне ҫухатнӑ пулсан, ӑна тикӗс ҫӗре выртармалла. Малтанах 30 хут икӗ алӑпа кӑкӑр ҫине пусса массаж тумалла, хыҫҫӑн ҫӑварӗнчен икӗ хут сывлӑш вӗрсе кӗртмелле. Ҫакна васкавлӑ пулӑшу киличчен тумалла. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене тата пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памаллине, паллах, аслисен те пӗлмелле. Ҫакӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрура пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма май парӗ.