Шупашкарта 2019-мӗш ҫулти "Ҫулталӑк учительне" суйларӗҫ

Республика шайӗнчи тапхӑр тӗп хулари 1-мӗш шкулта иртрӗ. Пултаруллӑ вӗрентекенсемпе Алиса Александрова ҫывӑхрах паллашрӗ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова

Республикӑри конкурса хутшӑнакансем малтанах хӑйсен ӑсталӑхне районсепе хуласен шайӗнче кӑтартнӑ. Ку тапхӑр нарӑсӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 22-мӗшчен пынӑ. Финала 27 вӗрентекене суйласа илнӗ. 2 куна тӑсӑлнӑ тупӑшура вӗсен ӑсталӑхне 4 енлӗн хакларӗҫ. Вӗрентекенсен уҫӑ урок, класс сехечӗ, семинар тата мастер класс ирттермелле пулчӗ.

Пирӗн республикӑра 1992-мӗш ҫултанпа иртекен "Ҫулталӑк учителӗ" конкурса пысӑк стажлӑ педагогсемпе пӗрлех ҫамрӑк специалистсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш шкулӗнче ӗҫлекен Павел Владимиров 24 ҫулта. Математик 8-мӗш классемпе уҫӑ урок ирттерчӗ. Ачасене кӑсӑклантарса ярас тесе Раҫҫейри театр ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарчӗ темӑна. 2017-мӗш ҫулта алла диплом илнӗ ҫамрӑк специалиста ӗҫ сӗнекен вӗренӳ учрежденийӗ чылай пулнӑ. Анчах тӑван ялнех тавранӑс тенӗ вӑл.

Валентина Афанасьева Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Педагогика университетне пӗтерсенех килнӗ те 32-мӗш ҫул ӗҫлет кунта. 11-мӗш класс ертӳҫине конкурса хутшӑнма ӗҫтешӗсем сӗннӗ. Шкул чысне район шайӗнче ҫӳллӗ шайра хӳтӗленӗ учитель. Республикӑри конкурса та тӗплӗн хатӗрленнӗ вӑл.

"Ҫулталӑк учителӗ-2019" регион шайӗнчи конкурсра 5 лауреата суйланӑ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулакан уявра пӗлтерӗҫ.