Республика аналог телевиденийĕпе сыв пуллашать

Малашне икĕ мультиплексри çирĕм телеканала тÿлевсĕр курма пулать. Мĕн вăл «цифра» тата ăна ĕçе кĕртес тĕлĕшпе республикăра мĕн тунă? Çакна пĕрле тишкерсе тухар.

Екатерина Фомина, Леонид Петров, Виктор Степанов

Чăваш Ен ку пĕлтерĕшлĕ пулăма темиçе çул каяллах хатĕрленме пуçланă. Радиопа телевидени сигналне саракан центрăн республикăри филиалĕ çĕнĕ хатĕрсемпе пуянланнă. Халĕ 42 станци пулăшнипе икĕ мультиплексри çирĕм теле тата 3 радиоканала кашни киле илсе çитереççĕ.

Халĕ республикăра пурăнакансен 99 проценчĕ телекăларăмсене цифра формачĕпе кураять. 68 яла сигнала çитерейменрен, 20 канала спутник турилкки урлă тÿлевсĕр тытма май пулĕ. Цифра хыпарлавĕ пахалăхĕпе уйрăлса тăрать. Аналогпа танлаштарсан ÿкерчĕк те, сасă та лайăхрах, уçăмлăрах. Куракансем çакна хаклама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Çĕнĕлĕхсем пирки халăха тĕплĕнрех ăнлантарса парас тесе республикăра пин ытла волонтёр хатĕрленĕ. Цифра çине куçассипе йывăрлăх пур пулсан, вĕсене киле чĕнсе илме пулать. 2013-мĕш çулччен кăларнă телевизорсем валли ятарлă приставка кирлĕ. Ăна лавккара е почта уйрăмĕнче туянма май пур. Çавăн пекех дециметрлă антенна вырнаçтармалла.

Çакна тума ĕлкĕрейменнисен, паянтан телевизор экранĕ çинче аналог сигналне сÿнтерни пирки пĕлтерÿ тата „хĕрÿ лини“ телефонĕн номерĕсем пулĕç.

Сахал тупăшлă çемьесене, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене цифра хыпарлавĕ çине куçассипе çыхăннă тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштарĕç. Цифра сигналне йышăнакан тăрăхра компенсаци виçи 1750 тенкĕ, спутник хатĕрĕсем туянма тивнисем валли 6 пин те 500 тенкĕ таран пулĕ.

Аналог сигналне паян çĕршывăн 20 субъектĕнче сÿнтерĕç. Унччен унпа 7 регионта сыв пуллашнăччĕ. Ытти 57 регионта цифра хыпарлавĕ çине çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче куçĕç.