Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академинче ветеринари клиники хута кайнӑ

4 пине яхӑн студент тата 42 вӗренӳ программи. Халӗ вара практика тухмалли ветеринари клиники уҫӑлнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренмелли майсемпе паллашрӗ тата студентсемпе калаҫрӗ.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Ял хуҫалӑх академин ветеринари клиники ҫак уйӑхра кӑна ӗҫлеме пуҫланӑ пулин те, кунта ҫынсем тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе кашни кунах йышлӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк специалистсем пысӑк тавракурӑмлӑ пулни, ӗҫе юратса туни куҫкӗрет. Чӗрчунсене тӗплӗн сӑнаса тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ кунта. Клиникӑра узи аппарачӗ, рентген, юн пусӑмӗн мониторӗ тата ытти ҫӗнӗ хатӗр пур. Кунтах лаборантсем тӗпчевсем тума пултараҫҫӗ. Студентсем клиникӑна практика урокӗсене тӑтӑшах килеҫҫӗ, йытӑ-кушака сиплеме вӗренеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Михаил Игнатьев гематологи лабараторийӗ ӗҫӗпе паллашрӗ. Кунта студентсемпе аспирантсем юна тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене палӑртма май парать. Ял хуҫлӑх академийӗнче специалистсене тӗллевлӗн хатӗрлеҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ агропромышленность предприятийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Студентсем вӗсенче тӑтӑшах пӗлӗвне ӗҫре ҫирӗплетеҫҫӗ.

Академире вӗренекенсем республикӑра кӑна мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хураҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх, ял хуҫалӑх, педагогика, агроотрядсем практика вӑхӑтӗнче паха опыт пухаҫҫӗ, ӗҫре пӗрремӗш утӑмсем туса ҫӗнӗ тус-юлташ тупаҫҫӗ.

Кашни ҫулах академи студенчӗсем ятарлӑ программӑпа чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче пулаҫҫӗ. Ирина Дубова Германире ҫур ҫул пурӑннӑ. Хӗр ветеринарта ӗҫленӗ, ӑратлӑ выльӑх ӗрчетессине тӗпченӗ. Ҫамрӑк специалист тӑван енех таврӑнма шутланӑ. "Республикӑра ял хуҫалӑх тытӑмӗ ҫулсерен аталанса пырать, инноваци проекчӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, ӗҫлемелли пайтах", - тет вӑл. Халӗ Ирина - «Ольдеевская" агрофирмӑра тӗп ветеринар. Тӗл пулура студентсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхне хӑйсем кӑларакан "Агровыбор Чувашии" журнала парнелерӗҫ. Михаил Игнатьев ҫамрӑксене ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме кӑмӑл тунишӗн, тӑван республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнишӗн тав турӗ.