21 апреля 2019 21:00   11°   $63.96 €71.92

15.04.2019 09:15

Саккуна пӑсса парковка вырӑнӗпе хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ кураҫҫӗ

Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнчи машин лартмалли вырӑнсемпе хуҫаланакансене хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Калинин районӗнчи парковкӑсене мӗнле йӗркене кӗртнипе кӑсӑкланчӗ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 79-мӗш ҫурт картишӗнче машин лартмалли лаптӑк пысӑках мар. Пушӑ вырӑнсем кӑнтӑр кунӗнче те ҫук. Водительсем тимӗр урхамахӗсене ӑҫта лартмаллине те пӗлмеҫҫӗ. Чӑннипе вара кунта транспорт хӑвармалли пушӑ лаптӑксем пур. Анчах та вӗсене хапсӑнчӑксем пӳлсе хунӑ. Вӗсем саккуна пӑсса парковка вырӑнӗпе хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ кураҫҫӗ, ытти ҫынсен прависене хӗсӗрлеҫҫӗ. Ҫак блокиратора, сӑмахран, бетон никӗс ярсах ҫирӗплетнӗ. Хула администрацийӗнче ку йӗркесӗрлӗхпе вирлӗн кӗрешме тӗллев лартнӑ.

Пӗрре пулнӑ ҫӗре темиҫе хут та таврӑнма лекнине калать Юрий Тумашков. Гастелло урамӗнчи 15-мӗш ҫурт картишӗнчи ҫак парковкӑна вӗсем иртнӗ ҫулта кӑна икӗ хут блокираторсенчен тасатнӑ. Халӗ кунта каллех йӗрке тума вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫынсем транспорт лартмалли вырӑнсене йышӑнса сӑнчӑр ҫине хӑйсен машин номерӗсене ҫакса тухнӑ. Вӗсене болгаркӑпа касса татаҫҫӗ.

Калинин район администрацийӗ иртнӗ ҫул кӑна ҫакӑн евӗр 28 рейд ирттернӗ, унсӑр пуҫне халӑхран чылай заявка илнӗ. Сӗмсӗр хӑтланакансене хирӗҫ темле кӗрешсен те, вӗсем ҫав-ҫавах тупӑнаҫҫӗ. Хапсӑнчӑксене пула ытти ҫынсен те йӗрке пӑсма тивет.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнчи хӑна парковкине кирек камӑн та машин лартма ирӗк пур. Ҫавӑнпа та киревсӗр хӑтланакансем пирки хулара пурӑнакансем вырӑнти администрацисене шӑнкӑравласа пӗлтерме пултараҫҫӗ.