Хире тухмалли вӑхӑт алӑкран шаккать

Хуҫалӑхсем акмалли вӑрлӑха им-ҫамлама пуҫланӑ. Ку тӗрлӗ чир-чӗрпе инфекцирен сыхланма пулӑшать. Канаш районӗнчи "Пионер" агрофирма 150 тонна ытла тырра им-ҫамланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗр улмипе ӗҫлекен хуҫалӑхсем те хӗрӳ тапхӑра хатӗрленеҫҫӗ. Хресчен "иккӗмӗш ҫӑкӑр" лаптӑкне мӗншӗн пысӑклатма васкамасть, тата тухӑҫа тупӑшлӑ вырнаҫтарма мӗн чарать? Кун пирки - сюжетра.

Екатерина Фомина, Виктор Вавилкин, Елена Дмитриева, Игорь Ульянов, Михаил Солин, Екатерина Янгалакова

"Слава картофелю" агрофирмӑра ҫӗр улми лартма ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухасшӑн. 750 гектар ҫинче пулӗ вӑл. Пӗлтӗр ҫу типӗ пулнине пӑхмасӑрах лайӑх тухӑҫ пухса кӗртрӗмӗр, - теҫҫӗ хуҫалӑхра. Кунта агротехникӑна пӑхӑнса ӗҫлени те, вӑрлӑх пахалӑхӗ те пӗлтерӗшлӗ.

Агрофирмӑн хӑйӗн лаборатори пур. Ӑна 2017-мӗш ҫулта хута янӑ. Кунта ҫӗр улми калчине пробиркӑсенче ӳстереҫҫӗ. Ҫакӑ сывӑ, паха вӑрлӑх туса илме пулӑшать. "Иккӗмӗш ҫӑкӑра" вырнаҫтарас тӗлӗшпе йывӑрлӑх ҫук. Ӑна Раҫҫей регионӗсене тата ытти ҫӗршыва та сутаҫҫӗ. Хальхи йышши управӑшсем пурри вара ҫакна ҫулталӑкӗпех тума май парать.

Пӗлтӗр республикӑри ял хуҫалӑх организацисемпе фермерсем 142 пин ҫурӑ тонна ҫӗр улми пухса кӗртнӗ. Ку кӑтартупа Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑнта. Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ виҫӗ ҫулта "иккӗмӗш ҫӑкӑр" лаптӑкӗ пӗчӗкленсе пынине палӑртмалла. Кӑҫал та хӑш-пӗр хуҫалӑхсем ӑна сахалрах лартасшӑн.

Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗр улми лаптӑкӗсене упраса хӑварма тӗллев лартнӑ. Лару-тӑру кашни ҫул пӗрешкел мар. Ахӑртнех, кӑҫал кӑмӑллӑ хаксем пулӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗр ӗҫченӗсен ҫӗнӗ технологисене алла илсе пымалла. Паян пурте таса, паха продукци туянасшӑн. Эппин ҫакна шута илсе ӗҫлемелле. Канашлусенчен пӗринче Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫӗр улмине ҫуса, ӑна хутаҫсене тултарса сутассине йӗркелеме сӗннӗ. Ун чухне туянакана тупма та, хака ӳстерме те ҫӑмӑлрах пулӗ.