Хаклă тупра районсем тăрăх илсе çÿреççĕ

Халăха чăвашсен мĕн авалтан килекен тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарас, тĕрлĕ вăхăтра „Паха тĕрĕ“ фабрикăн районсенчи филиалĕсенче ĕçлекенсене тĕл пултарас тесе. Республикăра пурте пĕлекен пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнĕ май предприяти уйрăмĕсем пулнă районсенче куравсем уçăлаççĕ.

Алиса Александрова, Елена Дмитриева, Виктор Степанов

Юбилей çулталăкĕ умĕн чăваш тум-тирĕн, илемлĕх хатĕрĕсен тата ытти тĕрĕ таврашĕн куравĕ 7 региона çитнĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Елчĕк районĕнче ĕçленĕ. Çак кунсенче вăрмарсем те хăйсен историпе таврапĕлÿ музейĕнче хапăлласа йышăннă паха тупрана. Курава уçма районти çĕвĕ фабрикинче ĕçленисем те чылайăн пуçтарăннă. Вĕсем çав вăхăтсене, малтанах тĕрĕ-çĕвĕ ăсталăхне Кÿкеçе кайса туптанине аса илчĕç.

«Паха тĕрĕ» фабрика ертÿçин çумĕ Маргарита Павлова курава йĕркелеме пулăшнисене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Тĕрĕ уявне Вăрмарсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ачасем те, аслисем те тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе илем кÿчĕç пĕлтерĕшлĕ пулăма. 15 çул каялла йĕркеленнĕ «Еник» фольклор ушкăнĕ «Паха тĕрĕ» фабрика çĕленĕ тум-тирпе, капăрлăх хатĕрĕсемпе тухрĕ халăх умне.

Чăваш тĕрри чылай çĕршывра ят-сум çĕнсе илни — тĕрлĕ çулсенче çĕвĕ ĕçĕнче тăрăшнă çынсен тивĕçĕ.

95 çула çитнĕ «Паха тĕрĕ» куравсемпе малашне те республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитес тĕллевлĕ. Çĕртме уйăхĕнче, сăмахран,  Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче курав йĕркелĕç.