Чăваш Енре халăхăн 45 проценчĕ эрнере 3 сехетрен кая мар сывлăха çирĕплетет

Çуллахи сезон пуçланас умĕн Физкультурăпа спорт минитсерствин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта 2018-мĕш çулти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç.
 
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин
 
Ведомствăна ертсе пыракан Михаил Богаратов хăйĕн сăмахне спортсменсем миçе награда çĕнсе илнинчен мар, халăха физкультурăпа спорта явăçтарас ĕç мĕнле пулса пынинчен пуçларĕ.

Республикăри кăтарту Раççейринчен 7 процент лайăхрах. Чăваш Енре халăхăн 45 проценчĕ эрнере 3 сехетрен кая мар сывлăха çирĕплетет. Спортпа туслисен 80 проценчĕ - çамрăксемпе ачасем. 35-рен пуçласа 55 çула çитичченхи хĕрарăмсен тата 60 çул тултарман арçынсен хастарлăхĕ вара çителĕксĕр. Çак çитменлĕхе пĕтерме ĕç коллективĕсенче физкультурăпа спорт клубĕсем йĕркелени пулăшмалла.

Республикăра çав вăхăтрах профессиллĕ спорт аталанăвне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр чăваш спорчĕн историйĕнче пĕрремĕш хут Хĕллехи Олимп вăййисенче республика чысне Татьяна Акимова биатлонист тата Лана Прусакова фристайлист хӳтĕленĕ.

Ларура республикăри конкурссене те пĕтĕмлетрĕç. 2018-мĕш çул кăтартăвĕсем тăрăх, халăха спорта явăçтарас тĕлĕшпе елчĕксем уйрăмах тăрăшнине палăртрĕç. Кубока район администрацийĕн пуçлăхĕ йышăнчĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пирки те манмарĕç. Лауреатсен йышĕнче - Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ Ирина Данилова.

Пирĕн телерадиокомпанин спорт корреспондентне Вячеслав Ильин вара «Профессие парăннăшăн» номинацире чысларĕç. Вăл чĕрĕк ĕмĕре яхăн республикăри спорт аталанăвне çутатассипе тăрăшать.