Тĕп хулари Горбуновсем бриллиант туй паллă турĕç

Шупашкарти Горбуновсен çемйи пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнине уявларĕç. Бриллиант туйпа Анатолий Ивановичпа Зинаида Тарасовнана ЗАГСри тата Мускав район администрацийĕнчи специалистсем саламларĕç. Мĕнле паллашни, туй ирттерни тата мĕнпе кăсăкланни пирки мăшăр пирĕн пултарулăх ушкăнне каласа кăтартрĕ.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Владимир Синдеев

Вĕсем пĕр-пĕрне ачаран пĕлеççĕ. Иккĕшĕ те Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ, пĕр шкултах вĕреннĕ. Юрату туйăмĕ вара чĕрисенче ÿссе çитĕнсен çуралнă. Çав вăхăта паянхи пек астăвать мăшăр.

Вăхăта нумай тăсмасăр пĕрлешме шутланă. Шавлă уяв тума май килмен ун чухне. Туй кĕпи те, кĕреке тулли хăна-вĕрле те пулман. Апла пулин те çакă Горбуновсене пурнăç çулĕпе алла-аллăн 60 çул утма чăрмантарман.
Пĕрлешсен мăшăр Тольятти хулине ĕçлеме кайнă. Атăл тăрăх карапсемпе çÿренĕ. Анатолий Иванович механик, Зинаида Тарасовна моторист-матрос пулнă. Ыттисемпе танах ĕçлеме тивнĕ хĕрарăмăн. 9 çул Тольяттире пурăннă хыççăн Горбуновсем Шупашкара килнĕ. Анатолий Иванович хăй ĕçĕпех тăрăшнă, Зинаида Тарасовна вара склад ертÿçи пулнă. Кил хуçи пурнăç тăршшĕпех калавсемпе сăвăсем çырнă. Хăйсен тĕлпулăвĕпе юратăвĕ пирки повеç те хайланă. Халĕ вĕсем 2 ачипе, виçĕ мăнукĕпе тата мăнукĕн 3 ачипе савăнса пурăнаççĕ. Тăванĕсем пĕр кĕрекене пуçтарăнсан вара юрлама юратаççĕ.