Вĕсем çывăх çыннисене хăйсен ырă кăмăлне, савăнăçне парнелеççĕ

Шупашкарти 29-мĕш шкулта Даун чирĕпе аптракансен кунне халалланă акци иртрĕ. Уява «Сила добра» обществăлла пĕрлешÿ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова

Çак ачасем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ: савăнаççĕ, кулаççĕ, выляма юратаççĕ. Çĕршывра кашни 700-мĕш ача Даун чирĕпе çуралать. Чылай чухне пепки сывă маррине пĕлсен ашшĕ-амăшĕ вĕсене пăрахать. Теприсем вара хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе çав тери хĕпĕртеççĕ. Ахальтен мар Даун чирĕпе аптракансене «Хĕвеллĕ ачасем» теççĕ. Вĕсем çывăх çыннисене хăйсен ырă кăмăлне, савăнăçне парнелеççĕ.

Уява Даун чирĕпе аптракансен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, шкул ачисем, студентсем, паллă çынсем хутшăнчĕç. Обществăлла пĕрлешÿпе шкул «Хĕвеллĕ ачасем» валли ятарлă класс уçасси пирки килĕшӳ алă пусрĕç. Вĕсемпе хăй те сусăра пăхакан вĕрентекен ĕçлĕ. Ачасем хăйсене ыттисемпе тан туйни, телейлĕ пулни, тулли пурнăçпа пурăнни ― ашшĕ-амăшĕшĕн чи пысăк савăнăç.

6 çулти Макар Шихранов хăйĕн сăн ӳкерчĕкне кăсăкланса, савăнса пăхать. Нумай пулмасть професиллĕ фотограф ăна тата ытти „хĕвеллĕ ачасене“ паллă çынсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ӳкернĕ. Шкулта сăн ӳкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.

Уява килнисем пурте пĕр вăхăтра тĕрлĕ тĕслĕ нускисем тăхăнчĕç. Çак флешмоба çĕршывĕпех иртереççĕ. Çапла майпа пурте пĕр шухăшлă пулнине, хĕвеллĕ ачасене ăнланнине тата вĕсене пулăшма яланах хатĕр пулнине пĕлтереççĕ.