Пушкин пирĕн тĕп хулапа мĕнле çыхăннă?

Тепĕр чухне эпир хамăр пурăнакан урам мĕншĕн çапла ятлă пулни пирки шухăша та каймастпăр. Кашни ят хыçĕнче – пуян истори. Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишши вунă çул каялла пичетлесе кăларнă „Имена улиц твоих, Чебоксары“ ятлă кĕнеки пур.  Ăна Шупашкар 550 çул тултарма хатĕрленнĕ тапхăрта тупса вулама уйрăмах кăсăклă.

Марина Карягина, Наталия Егорова, Виктор Степанов

Çакăн пек кĕнеке кăларас шухăш Юхма Мишши пуçĕнче тахçанах тĕвĕленнĕ. Дагестана кайсан Махачкала урамĕсем наци паттăрĕсен, унта пурăнакан халăхсен çыравçисен ячĕпе хисепленнине курса шухăша кайнă вăл: пирĕн тĕп хулара та çапла пулсан аванччĕ.

Алçырăва хатĕрлеме, паллах, ансат пулман: ун пек кĕнеке тĕплĕ те тимлĕ ĕçлеме хистет. Кашни урамăн, тăкăрлăкăн, кĕперĕн, тÿремĕн иртнĕлĕхне тишкернĕ вăл, кам ячĕпе хисепленнине кура паллакансен асилĕвĕсене çырса илнĕ, хăшпĕрисен сăн ÿкерчĕкĕсене тупма та хĕн пулнă. Вăхăт-вăхăтăн çыравçăн сăнарлă шухăшлавĕ те пулăшнă-тăр. Кăсăкланакансемшĕн кĕнекере интереслĕ самантсем сахал мар. Калăпăр, Пушкин пирĕн тĕп хулапа мĕнле çыхăннă?

Шупашкар урамĕсен ячĕсем çинчен каласа паракан кĕнеке тухнăранпа вунă çул иртрĕ, çак вăхăтра тĕп хуламăр сарăлсах пычĕ – унта 38 çĕнĕ урам. Апла вулакан Юхма Мишшинчен, Шупашкар хулин Хисеплĕ çыннинчен, кĕнекен тăсăмне кĕтет.