Хаçат-журнал валеçнĕ май цифра телекуравĕ пирки те хыпарлаççĕ

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейри чылай регионпа пĕрлех Чăваш Енре те аналог телевиденийĕ ĕçлеме пăрахĕ. Çакă кĕтменлĕх ан пултăр тесе çынсене самай маларах асăрхаттарма пуçланă. Цифра сигналне тытас тесен антенна, кивĕ телевизорсем валли тата приставка туянмалла. Муркашра пурăнакансем те е хăй тĕллĕн, е ытти çын пулăшнипе телекуравăн çĕнĕ меслечĕпе усă курма васкаççĕ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова

Телевизор приставкипе антеннине халĕ кирек ăçта та туянма пулать. Раççей çыхăну уйрăмĕсен тĕллевĕ — кирлĕ хатĕре ятарлă суту-илÿ вырăнĕсем çук çĕре илсе çитересси. Почта уйрăмĕсем те, паллах, кашни ялтах çук. Çавăнпа та почтальонсем çыру, хаçат-журнал валеçнĕ май кĕç-вĕç цифра телекуравĕ çине куçасси пирки хыпарлаççĕ.

Валентина Николаева почтальона эрнесерен Муркашри 220 килте кĕтеççĕ. Çула тухас умĕн сумкине пĕлсе тăрсах приставка та хурать вăл. Çĕнĕ хатĕре вырнаçтарма ыйтакансем тупăнсах пыраççĕ.

Любовь Александрова та лавкка-пасарта шыраса çÿриччен, кирлĕ хатĕре почтальон килех килсе пани меллĕрех тесе çак пулăшупа усă курас тенĕ.

Почтальонсемсĕр пуçне республикăри кашни ял тăрăхĕнчех хатĕрсене телевизорпа сыпăнтарма пулăшакан волонтерсем те пур. Çыхăну уйрăмĕсенчен цифра телекуравне йышăнакан антеннăсемпе приставкăсене ытларах Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче туянаççĕ. Аса илтеретпĕр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата сахал тупăшлă çемьесене çак тăкакшăн укçан пĕр пайне тавăрса параççĕ. Ку ыйтупа вырăнти социаллă хÿтлĕх уйрăмне çитмелле. Çĕнĕлле ĕçлекен телекуравра 20 тÿлевсĕр канал пурри те халăхшăн паха.