Шупашкарти пĕр çуртра пурăнакансем нумай çул ăшă тытăмĕ кирлĕ пек ĕçлеменнипе нушаланнă

18 çул нушаланнă хыççăн ырлăх çитнĕ. Тĕп хулари Гоголь урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакансен хваттерĕсенче тинех ăшă тытăмĕ туллин ĕçлесе кайнă. Унччен япала типĕтесси йывăрлăх пулнă.

Леонид Петров, Екатерина Янгалакова

Унччен Роза Борисенко ваннăйне ал çума, шыв тултарма кăна кĕнĕ. Кил хуçи каланă тăрăх, ăшă пăрăхĕ кунта кирлĕ пек нихăçан та ĕçлемен. Çавна пула стенасем нÿрелсе, кăвакарса тăнă. Япала типĕтесси пирки калаçу та пулман. Кинеми пĕрре мар çурта пăхса тăракан компание çитнĕ, тĕрлĕ инстанцие çыру çырнă, анчах усси пулман.

Пăрăхсене çĕнетесси темиçе уйăха тăсăлнине управляющи компанире хăш-пĕр çынсем хваттерĕсене уçманнипе сăлтавлаççĕ. Пÿлĕмсене кĕме сут урлă ирĕк илнĕ хыççăн кăна юсав малалла тăсăлнă. Роза Борисенко ваннăйри пăрăхсем тинех вĕри пулнине ĕненмесĕр, вĕсене тăтăшах тыткаласа пăхать. Халĕ вăл килĕнчех çăвăнма пултарать.

Çуртăн тепĕр пайĕнче пурăнакан Нина Карпован вара хальлĕхе лару-тăру ырă енне улшăнман-ха. Çапах та управляющи компанире çитменлĕхе çывăх вăхăтра пĕтерме шантарчĕç.

Ĕçе вĕçлеме çынсем хăвăртрах пĕр чĕлхе тупни çеç пулăшĕ.