Виктор Чернов маçтăра юбилейпе чысларĕç

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ тăван халăхăн ятлă-сумлă ывăл-хĕрне чысласа „Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем“ ятпа наци вулавăшĕнче тĕлпулусем йĕркелет. Хальхинче „Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе“ каç чăваш халăх музыка инструменчĕсен маçтăрĕ Виктор Чернов 80 çул тултарнă ятпа иртрĕ.

Марина Карягина, Зоя Яковлева

Халăх юрри, халăх ташши, халăх музыка инструменчĕ - Виктор Чернов тăван культурăна çак уйрăлми çыхăнура курать. Вăл чăваш наци музыка инструменчĕсене тĕпчесе ăсталакан пек тахçанах палăрнă ĕнтĕ, чылай çул çак маçтăрлăха шкул ачисене вĕрентнĕ. Пирĕн несĕлсем пĕр уява та юрă-кĕвĕсĕр ирттермен те, Виктор Семеновичăн пултарулăхĕ те йăхран йăха куçса унра уçăлнă пек туйăнать.

Виктор Чернов тĕпчесе çырса кăтартнă, ăсталанă музыка инструменчĕсем темиçе теçеткене те çитнĕ. Куракансем валли ятарласа йĕркеленĕ куравра – тем тĕрли те пур: вĕркĕчлисем, хĕлĕхлисем, çурхахлисем, хăй тĕллĕн янăраканнисем.

Сăмах май, тирпе сăрнă параппан вырăс культурине те тухăçран килнĕ. Пирĕн несĕлсем унăн питне ытларах йытă тирĕнчен тунă: юрăра „Туй, туй, туй тесе, пурнас йытта пусрăмăр“ тени хальчченех сыхланса юлнă. Çакăн çинчен Виктор Семеновичăн хĕрĕ, Елена Енькка тĕпчевçĕ, „Тăван ен историйĕпе культури“ курс авторĕ, ашшĕн пултарулăхĕ çинчен каласа панă май асăнса хăварчĕ. Хĕлĕхе вара сурăх пыршинчен туса карăнтарнă иккен. Халăх пултарулăхĕнче – тĕпчесе пĕтерейми пуянлăх. Анатолий Ухтияров, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ял-йыш унччен мĕнле илемлĕ пурăнма пĕлнине хăй те астăвать.

Наци библиотекин ĕçченĕсем кунтах чăваш халăх музыка инструменчĕсем çинчен çырнă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Хисеплĕ вырăнта – Виктор Черновăн ÿкерчĕксемпе пуян, тĕрлĕ тĕспе кăларнă паха альбомĕ. Çак кĕнеке - çитĕнекен ăрушăн питĕ паха парне.