Ытларах хамăр республикăра туса илекен чĕр тавартан пĕçереççĕ

Шкулсенче вĕри апат мĕнле çитереççĕ тата столовăйсенче технологие çирĕп пăхăнаççĕ-и? Çакна ашшĕ-амăш комитечĕсенчи хастарсем, хула пухăвĕн депутачĕсем тата апатлану комбинатĕнче ĕçлекенсем асăрхасах тăраççĕ. Специалистсем нумай пулмасть Шупашкарти 37-мĕш шкула çитсе курчĕç.

Надежда Александрова, Игорь Ульянов

Апатлану комбинатĕнче ĕçлекенсем пĕр продукцирен темĕн тĕрлĕ апат пĕçерме пултараççĕ. Тăпăрчран, акă, сырниксем ăшалаççĕ. Ку вăл тĕп меню çумне хушса хатĕрленĕ çимĕç. Ачасене мĕнпе сăйлассине 12 кунлăха çыраççĕ.

Ачасене хамăр тăрăхра туса илнĕ продукцие кăна сĕнеççĕ. Сĕтне - Куславкка районĕнчен, çĕрулмипе аш-какайне Комсомольски тăрăхĕнчен кӳрсе килеççĕ. 37- мĕш шкулта 1726 ача вĕренет пулсан, вĕсенчен 80 ытла проценчĕ вĕри апат çиет.

Ирина Илюшкинан ку шкулта 2 ачи вĕренет. Столовăйĕнче мĕнле апат çитернипе хĕрарăм кăмăллă.

Çакăн пек тĕрĕслевсем кирек хăш вăхăтра та ирттерме пултараççĕ. Ку шкулта мĕн курнипе тата астивнипе специалистсемпе ашшĕ-амăшĕ кăмăллă юлчĕç.