Йĕрке хуралçисем Çĕнĕ Шупашкарти шыв анакан çуртсенчи лару-тăрупа кăсăкланчĕç

Кашни çуркуннех çурт тăррисенчен шыв аннă тĕслĕх нумайланать. Эпир çак кунсенче кăна темиçе адреспа пулса çынсен нушине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Çакăн пирки эфирта пĕлтернĕ хыççăн прокуратурăра ĕçлекенсем те тимлĕхе ÿстернĕ. Саккун хуралçисем Çĕнĕ Шупашкарта рейд ирттерчĕç. Леонид Петров тĕплĕнрех.

Леонид Петров, Мария Никифорова, Михаил Солин

Химиксен хулинчи Çамрăксен урамĕнчи 21-мĕш çуртра пурăнакансене йĕпе-сапа кăрлач уйăхĕнчех аптратма пуçланă. Çÿлти хутри хваттерсене çеç мар, аялтисене те шыв аннă. Çынсемшĕн чи кирлĕ хатĕр тĕрлĕ савăт-сапа пулса тăнă.

Чи кăсăкли, çурт тăррине 2016-мĕш çулта тĕпрен юсанă. Анчах та çĕнĕлĕхпе нумай ыр курайман. Çакăн евĕр видеосем халĕ чылай хваттер хуçин пур.

Республикăн тĕп юсав фончĕпе çурта пăхса тăракан компани 4 çул пĕр чĕлхе тупаймаççĕ, айăпа пĕр-пĕрин çине йăвантараççĕ. Икĕ ен тавлашăвне прокуратурăн хутшăнма тивнĕ. Тĕп юсав фончĕ шыв юхнине мачча ытла ăшă пулнипе, çавна май юр хăвăрт ирĕлнипе сăлтавлать. Çурта пăхса тăракан компани вара çивиттине строительсем кирлĕ пек юсаманнине калать. Мачча тăррине тĕрĕслекенсемпе пĕрле „Капремонт“ пĕрлешÿн тĕп инженерĕ те хăпарчĕ. Арçын пирĕнпе калаçма килĕшмерĕ. Çавах та куçа курăнакан çитменлĕхсене телефонпа ÿкерсе илчĕ.

Кÿршĕллĕ 24-мĕш çуртра та çакнашкал лару-тăру. Ку пÿртре мĕнле шыв кайни çинчен эпир уйăх каялла каласа кăтартнăччĕ. Икĕ çуртĕнче те çивиттине "Имиджстройэтика" пĕрлешÿ юсанă. Ĕçе вĕçлесенех вăл хупăннă. Халĕ ку ыйтăва прокуратурăра тăрăшакансем тĕпчеççĕ.