Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕнче çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарнă

Вĕсем пĕчĕк пациентсен сывлăхне хăвăртрах тата тĕплĕнрех тĕпчеме май параççĕ. Çĕнелнĕ больницăра пирĕн корреспондент Елена Дмитриева пулса курчĕ.

Елена Дмитриева, Семен Антонов

Саша Карпов 6 çул тултарчĕ. Шăпах çуралнă кун ăна офтальмолог йышăнчĕ. Арçын ача куç курманнипе аптранă, тухтăрсем пулăшнипе кăна вăл лайăхланнă. Халĕ Сашăн тăтăшах специалист патĕнче тĕрĕсленмелле. Малтан Карповсем Шупашкарти больницăна çӳренĕ, халĕ ниçта та каймалла мар. Пĕтĕм хатĕр ача-пăча поликлиникинче пур. Вĕсем куç вăйне, пусăмне тĕрĕс палăртма пулăшаççĕ. Отоларингологсен кабинечĕ те хальхи хатĕрсемпе пуянланнă.

Тухтăрсем халĕ пĕчĕк пациентсене тĕплĕнрех тата лайăхрах тĕрĕслеме пултараççĕ. Çак хатĕрпе пыра, сăмсана тата хăлхана сăнама пулать. Ăшчике экран çинче тухтăрсем те, пациентсем те курма пултараççĕ.
Больницăна ытти техника та илсе килнĕ - узи аппарачĕсем, пуç мимине тĕрĕслекен компьютер комплексĕ, рентген тата ытти те. Вĕсем киввисенчен самай хăватлăрах тата вăхăта перекетлеççĕ. Сăмахран, çак рентген аппарачĕпе çулталăкне 7000 тĕрĕслев ирттерме палăртнă. Ÿкерчĕкĕ кĕске вăхăтрах хатĕр пулать. Çавăн пекех пĕлтĕр больницăна тĕпрен юсанă. Çурт тăррине улăштарнă, коммуникаци тытăмне, чÿречесемпе алăксене улăштарнă, çĕнĕ сĕтел пукан вырнаçтарнă.
Больницăра пĕчĕк пациентсен чи юратнă вырăнĕ ― сывă ача пÿлĕмĕ. Кунта тетте, кĕнеке нумай. Çавăн пекех амăшĕсемпе пепкисем валли кĕтес йĕркеленĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти тата ытти хулапа районти больницăсене çĕнетессине малашне те пысăк тимлĕх уйăрĕç.