Çавна май Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче çыравçăсем çамрăк вулакансемпе тĕл пулчĕç. Юратнă сăнарсене сӳтсе явнисĕр пуçне сăвăсем вуларĕç, мастер-классене хутшăнчĕç, çавăн пекех кĕнеке куравĕпе паллашрĕç.
Надежда Александрова, Анжелика Артемьева, Семен Антонов
Наталья Алексеева Чеховпа Булгаков пекех тухтăр пуласшăн. Пушă вăхăтра вара вăл вулама юратать. Хĕрача республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ «Театр чуна çутатать» конкурсра çĕнтернĕ. Унта сăвă илемлĕ вулакансем тупăшнă.
Сăвă чи лайăх вулакансене дипломсемпе наградăларĕç. Çамрăксен кĕнеке эрнине пĕрремĕш хут 76 çул каялла йĕркеленĕ. Уява ача-пăча писателĕ Лев Кассиль ирттернĕ. Вăл, унпа пĕле Маршак, Барто тата Пришвин Союзсен Çуртĕнче Мускаври çамрăксене хăйсен калавĕсемпе тата сăввисемпе паллаштарнă. Çапла майпа çыравçăсем ачасене кĕнеке вăйĕ пирки ăнлантарас тенĕ. Çавăнтанпа ку ĕç-пуç кашни çулах çуркуннехи каникул вăхăтĕнче иртет.
Çак эрнере кĕнеке куравĕсем, мастер-классем, литературăпа класс сехечĕсем пур библиотекăра та йĕркелеççĕ. Тĕл пулăва кашни кăмăл тăвакан хутшăнма пултарать.