Юратнă ĕçпе аппаланса 100 çула çитнине те сисмен

Пуканесем ăсталакан Терентий Дверенин маçтăра пирĕн куракан „Çĕр çул иртсен“ тата „Салтак“ фильмсем урлă аван пĕлет. Вăрçă ветеранĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ 100 çул тултарчĕ.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Терентий Парамоновича ачисемпе мăнукĕсем аван пăхаççĕ: вăхăтра çитереççĕ, кăнтăрла çывăрттараççĕ. Вăл мăшăрĕпе 5 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсен 7 мăнук, мăнукĕсен хăйсен те пурĕ 7 ача, 2 мăнук. Пурте кукашшĕпе мăнаçланаççĕ, ăс парса, ĕçе вĕрентсе ÿстернĕшĕн тав тăваççĕ.

Çамрăк чухне сывлăхĕ япăх пулнипе çартан каялла таврăнма тивнĕ пулин те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Берлина илме, çак çула çитиччен пурăнса темиçе ăру астуса пурăнмалăх ĕç туса ĕлкĕрме пÿрнĕ Терентий Дверенина. Вăл ĕмĕрĕпе колхозра, унтан нефть уçлакан станцире вăй хунă. Шкулта вĕреннĕ чухнех учительсен портречĕсене ÿкерсе тĕлĕнтернĕ ача Аполлон шăллĕпе пĕрле йывăç велосипед та ăсталанă-мĕн, 80 урлă каçсан вара, хăй калашле „кичем пулнипе“, вăхăт ирттермелле кĕлеткесем касса кăларма пикеннĕ. Çапла вара унăн пурнăçĕнче пач çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Юратнă ĕçпе аппаланса вăл 100 çула çитнине те сисмен.

Хăйĕн ăсĕпе, тăрăшулăхĕпе, пурнăçа юратаслăхĕпе Терентий Парамонович ватлăхра чун хавалĕ тупса нумай ăмăртăва хутшăннă, Чăваш патшалăх наци музейĕнче, Мускаври Раççей халăх пултарулăхĕн çуртĕнче куравсем ирттернĕ, республикăн Патшалăх премине илнĕ, „Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ гражданинĕ“ ята тивĕçнĕ. Маçтăра, вăрçăпа ĕç ветеранне 100 çул тултарнă ятпа саламлама Шупашкартан, районтан, Хусанти нефть уçлакан хуçалăхран сумлă хăнасем çитрĕç. Германире çарта тăнисен республикăри пĕрлешĕвĕ те ветерана тав тума пысăк йышпа килчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников Раççей президенчĕн саламне вуласа пачĕ, Константин Яковлев культура министрĕ республика Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, алла çыхмалли сехечĕпе чысларĕ. „Кунер“ халăх ансамблĕ Терентий Парамоновичăн юратнă юррине вĕренсе килнĕ. Унтан уяв ялти Культура çуртĕнче малалла тăсăлчĕ.

Терентий Парамонович яланах ĕçĕпе хавхаланса, ыранхи куна тĕллевĕпе çывхартса пурăнакан çын пулнă. Культура министрĕ ăна тепĕр çул шăп çак вăхăтра кĕрекере юнашар ларма сăмах пачĕ – апла маçтăр чунĕнче хăнана кĕтсе пурăнмашкăн илемлĕ ĕмĕт çуралатех.