Шупашкарта ача-пăча хорĕсен халăхсем хушшинчи «Тăри» ятлă конкурсĕ иртрĕ

«Салют» культура çуртне Шупашкарта вĕренекен чикĕ леш енчи студентсем, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи республикăсемпе облаçсенчи шкул ачисем, культура ĕçченĕсем пухăнчĕç.

Александр Осипов, Виктор Степанов

Шупашкар мĕн авалтан хор йĕркелес енĕпе çĕршывĕпе паллă вырăн пулнă. Харăс тăрса юрласси чăвашăн тĕп йăли. «Тăри» конкурс вун пĕр çул каялла «Классика» капелла дирижерĕ Александра Васильева çине тăнипе пуçланса кайнă. «Чунтан савăнатăп хор пултарулăхне мĕн пур çĕршывăмра пысăк шая хурса хакланăшăн. Конкурса Шупашкарти ушкăнсем пур те хутшăнаççĕ. Курăр-ха мĕн чухлĕн пухăнчĕç хăнасем. Пирĕн пуласлăх питĕ лайăх. Пиллĕкмĕш музыка шкулĕнче вĕренекенсенчен 8-шĕ Раççейĕн ача-пăча хорĕнче юрлаççĕ. Мĕн тери пĕлтерĕшлĕ, пирĕншĕн çак сумлă пулăм, - тет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хальхинче хорсен чаплă уявне тăван Шупашкарăмăр 550 çул тултарнине халалларĕç.

Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Девяткина хăйĕн вĕренекенĕсемпе Тольятти хулинчен çитнĕ. Хорта арçын ачасем юрлаççĕ. «Пирĕн каччăсен ушкăнĕ те пур. Çитĕнсен арçын ачасем унта куçаççĕ. Кунсăр пуçне пирĕн аттесен хорĕ те пур. Çакăн евĕр йĕркепе юрăçсен ăсталăхĕ çирĕп аталанса пырать. Эпир нумай çĕршывра пултăмăр. Классика хайлавĕсем юрлатпăр, чиркӳ литургийĕсене хутшăнатпăр, - терĕ хор дирижёрĕ. Ача-пăчана хорта юрлама хăнăхтарасси çăмăл япала мар. Вĕсемпе çак кăткăс ĕçе вăйă евĕр ирттермелле. Мĕнле тăвассине дирижёр-педагогсем пĕр пĕрин хушшинче конкурсра сӳтсе яваççĕ. «Программăсем улшăнсах пыраççĕ. Халĕ шкулсенче урок шучĕсене кĕскетнĕ пирки ĕç мелĕ кăткăсланчĕ, çавах та эпир аптрамастпăр. Талантлă çын пурне те пултарать», - тет Ĕпхӳри 5-мĕш музыка шкулĕнчи хор ертӳçи Елена Графенкова. Сакăр ача юрлакан ансамбль тăратнă вăл тупăшăва. Пысăк ушкăн илсе çӳреме халĕ çул çăмăл мар, терĕ. Темиçе çул каялла Раççейре чи çӳлти шайра тăракан ертӳçĕсем хорсене çĕнĕ вăй парса аталантарас тесе çине тăчĕç. Ун хыççăнах мĕн пур çĕршывран ачасене пухса пысăк хор йĕркелерĕç. Пирĕн республикăшăн çак çĕнĕ тапхăр питĕ усăллă пулчĕ. Çавах та кун евĕр чаплă уяв ирттермешкĕн сумлăрах вырăн тупмалла пулнă, тесе калас килет. «Салют» сцени кун пек уява тивĕçтереймест тата кунти рояль юрăхсăра тухнă. Хорсене таса юрламашкăн хăйĕн янраман сассипе чăрмантарса пырать кăна. Искусствăн тĕп шăнăрĕ професси шайĕ. Хор пултарулăхĕ илемпе те, пĕлтерĕшпе те халăх пурнăçĕпе, пуласлăхпа тачă çыхăннă. Пирĕн республикăра вăл малашне те ăнăçлă аталанса пырасса шанас килет.