Çурчĕ кивĕ мар, анчах та пÿрт тăрри ала пек

Çĕрпÿри Никитин урамĕнчи 10-мĕш çуртăн çÿлти хутĕнче пурăнакансем шыв кайнипе нушаланаççĕ. Çынсем ку çивĕч ыйтупа тĕрлĕ çĕре çитнĕ, çапах та лав халĕ те вырăнтан тапранман. Ним тума аптранипе çĕрпÿсем пирĕн телерадиокомпанирен пулăшу ыйтрĕç.

Леонид Петров, Семен Антонов

Çак çурт пурăнакансемшĕн тахçанах пуç ватмăш пулса тăнă. Пÿрте 20-мĕш ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хăпартнă. Унтанпа ăна пĕрре те тĕпрен юсаман. Çÿлти хутсенче пурăнакансен çулталăкĕпех тенĕ пек урайне савăт-сапа лартса пурăнма тивет. Хăшĕ-пĕри пÿлĕмсенче нÿрĕк пулнипе, стенасем юрăхсăра тухнипе урăх хваттер тара илсе пурăнма куçнă.
2016-мĕш çулта çурта пăхса тăракан "Мой Дом" компани специалитсене йыхравласа экспертиза тунă. Вĕсем пÿрт юхăннă, çапах тĕпрен юсасан пурăнма пулать, тесе каланă.

Çурт тăррине рабочисем тăтăшах саплаççĕ, çапах та усси сахал. Стенасем вылянăран, шăтăк-çурăк каллех пулать, хваттерсене шыв анать. Çитменнине, пĕлтĕр тепре тунă экспертиза кирпĕчсене çыхăнтаракан раствор çирĕплĕхне çухатнине кăтартса панă. Çавна пула стенасем тул еннелле чалăшма тытăннă. Çакна тĕрĕслеме лартнă маяксем те çирĕплетнĕ. Унччен шыв 3-мĕшпе 4-мĕш подъездсенче кăна юхнă пулсан, халĕ пĕтĕм 6 подъезчĕпех хуçаланать.

Хăйсен нуши пирки çынсем хула администрацине пĕрре мар пĕлтернĕ. Кăлăхах. Юлашкинчен управляющи компани те çурта пăхса тăма килĕшмен. Çакна пĕрлешÿ ертÿçи пÿрте йĕркене кĕртме хăйсен вăйĕ çитменнипе, çурт ишĕлес-тăвас пулсан явап тытма хатĕр маррипе сăлтавларĕ. Объекта тĕпрен юсама 19 миллион тенкĕ кирлĕ, иккен. Çынсене йывăрлăхра пĕччен тăратса хăварнăшăн вара прокуратура халĕ организаци тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.

Хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Скворцов пире телефонпа ăнлантарнă тăрах, республика пулăшмасăр тĕп юсав валли укçа çитерме май çук. Ку ыйтупа халĕ строительство министерствине тухнине пĕлтерчĕ. Ăна пĕр уйăхра пăхса тухмалла. Унччен вара çынсен çурт йăтăнса ан антăр тесе Турра кĕл тумалли кăна юлать.