Яваплă специалистсем каçалсем çуракие мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç

Хуçалăхсенче хĕрӳ тапхăра хатĕрленеççĕ: техника юсаççĕ, вăрлăх янтăлаççĕ, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем кӳрсе килеççĕ. Ку ĕç епле пулса пынине Ял хуçалăх министерствинче асăрхасах тараççĕ. Çак кунсенче министр çумĕ Денис Паспеков Комсомольски районĕнче пулса курчĕ.

Елена Дмитриева, Михаил Солин

«Çĕрулмине мухтав» компанисен ушкăнĕ - районти чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри. Кунта кашни минутпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Механизаторсемпе водительсем техникăна çине тăрсах тĕрĕслеççĕ. Ака-сухана тухма трактор-машин пĕтĕмпех юсавлă пулмалла.

Хуçалăхра вăрлăх çителĕклĕ. Пĕрлешÿре халĕ çĕрулми суйлаççĕ. Шултра улмана Раççейри ытти хуласене те леçеççĕ. Сăмах май, хуçалăхра „иккĕмĕш çăкăра“ 750 гектар çинче туса илеççĕ, тепĕр 50 гектар ытти пахча-çимĕç йышăнать.

Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Денис Паспеков каланă тăрăх, республикăра вăрлăх хатĕрлесси аван пулса пырать. Çав вăхăтрах удобрени пĕрре-виççĕмĕш пайне кăна кӳрсе килнĕ. «Çĕрулмине мухтав» компанисен ушкăнĕнче ку енĕпе лайăх ĕçлеççĕ. Хуçалăхра 950 тонна минераллă удобрени пур. Çураки ирттерме предприяти çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Кредит илме май пурри хуçалăхсемшĕн ― пысăк пулăшу. Унпа паха вăрлăх кăна мар, удобрени, хăватлă техника тата ĕç валли тĕрлĕ япала туянаççĕ.

Кăçал Чăваш Енре 310 пин гектар çинче çурхи культурăсене акса хăварма палăртнă. Вăрлăхăн 80 проценчĕ кондициллĕ. Ăна янтăлассипе ĕç малалла пырать. Хресченсен çĕр пиçсе çитсенех уя тухма хатĕр пулмалла.