Халăх фрончĕн хастарĕсем нумай пулмасть сарнă çулсене тимлĕх уйăрчĕç

Юр ирĕлнĕ май чылай çул çинче асфальт тĕпренет. Вĕсене кăçал юсама пуçланă ĕнтĕ. Çав вăхăтрах нумай пулмасть çĕнетнĕ çулсем мĕншĕн йĕркерен хăвăрт тухаççĕ. Вĕсене хăçан юсĕç? Тупсăмне халăх фрончĕн хастарĕсем шырарĕç.

Алексей Енейкин, Екатерина Храмкина, Семен Антонов

Шупашкар районĕнчи Ишекпе Элĕке пĕрлештерекен çула иртнĕ 6 çулта «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программăпа килĕшӳллĕн 2 хут юсанă. Пĕтĕмпе 8 çухрăм асфальт çĕнетнĕ. Анчах та пĕлтĕр кăна юсанăскер хĕл каçа вырăн-вырăнпа çурăлса пĕтнĕ. Хăш-пĕр йĕрсем 30 метр таран тăсăлаççĕ. Сăлтавĕ ― çула юсанă чух никĕсне çирĕплетменни. Çак ĕçсене проектра та пăхса хăварман пулнă. Саккасне тăваканĕ вара «Чувашупрдор» пулнă.

Кунти ҫулсене пӑхса тӑракан организаци ҫитес вӑхӑтра юсав пуҫӑнма хатӗрленет. Шӑтӑк-путӑксене вӗри сӑмалапа тултармалла. Ҫакӑ асфальта малалла ҫӗмрӗлме памӗ.

Толик Хураски ял ҫывӑхӗнчи асфальт вара машин урапипе пусрӑнса валашка пек путса кайнӑ. Ун тарӑнӑшӗ 14 см, тӑршшӗ ҫӗршер метра тӑсӑлать. Ҫакӑ каллех ӗҫе технологие пӑхӑнмасӑр тунипе ҫыхӑннӑ. 2013-мӗш ҫулта ҫӗнӗрен тунӑ ҫулӑн никӗсне кирлӗ пек ҫирӗплетсе хӑварман. Кунта "Чувашавтодор" пӗрлешӳ яваплӑ. Анатри Макаҫ ҫумӗнчи ҫула вара "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" Федераци программи пулӑшнипе пӗлтӗр кӑна тунӑ. Кунта халӑх фрончӗн хастарӗсем тепӗр ҫитменлӗх тупрӗҫ. Асфальт ҫинче хулӑн пӑр выртать. Ҫула йӗркеллӗ тасатманран машинсен ирӗккӗн ҫӳреймеҫҫӗ. Ҫавна май инкек тухас хӑрушлӑх та пысӑк. Район администрацийӗ пӑра икӗ кунра тасатма шантарчӗ.

Шупашкар хулинче вара гарантипе юсамалли ҫулсем ҫук. Ҫавах та ҫӗнетмелли вырӑн пайтах. Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫитменлӗхе, сӑмахран, журналистсем коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн ертӳҫипе тӗл пулсанах ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекенсем килсе ҫитрӗҫ.