Хăвăрт чупма, тĕл пеме пĕлмелле

Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсемпе „лазер-ран“ текен тупăшура ăмăртрĕç. Спортсменсемпе пирĕн корреспондент Леонид Петров тĕл пулчĕ.

Леонид Петров

Лазер-ран çĕнĕ спорт тĕсĕ шутланать. Унта чупмалла тата лазерлă пистолетран пемелле. Вăл пирĕн çĕршывра 2016-мĕш çулта аталанма пуçланă. Республикăра вара унпа тепĕр çулталăкран кăсăкланма тытăннă. Малтан ку ăмăртура çар çыннисем çеç вăй виçнĕ. Халĕ вăл сарăлсах пырать. Кадет корпусĕнче турнира республикăн çул-йĕр патшалăх инспекцийĕпе спортăн пилĕк енĕпе кĕрешекенсен федерацийĕ йĕркеленĕ.

Эстафетăра тĕрлĕ çулти вĕренекенсем тата 15 инспектор тупăшрĕç. Чылай кадетшăн ку çĕнĕлĕх пулчĕ. Йĕркене мĕнле пăхăннине  тÿресем асăрхаса тăчĕç. Пистолетран тĕл лектерсен экран çинче симĕс çуталать. Пилĕк пăнчă уçăлмасăр эстафетăра малалла чупма юрамасть. Хĕрÿ тупăшăва кура хисеплĕ хăнасем те чăтса тăраймарĕç, хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхрĕç.
Тупăшура палăрнă спортсменсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă ушкăн вара Çĕнтерÿ Кубокне тивĕçрĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем çак ăмăртăва малашне те йĕркелеме шантарчĕç.