Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан юратаççĕ, юрра-ташша ăста

Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ» конкурс иртрĕ. Ăна кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелерĕç. Хĕрӳ тупăшăва хутшăнакансемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова

Конкурса республикăри культура учрежденийĕсенче çулталăкран кая мар ĕçлекенсем, çав вăхăтрах 30 çул тултарманнисем хутшăнчĕç. Республикăри тапхăрта районсемпе хуласенче палăрнисем тупăшрĕç.

Конкурс финалĕнче 9 çын пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - Патăрьелти халăх театрĕн художникĕ Анастасия Петрова.

Наталия Муллина Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари Культура çуртĕнче тăрăшать. Конкурса хутшăннă май хайĕн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. «Çамрăк маçтăр“ номинацире вăл пĕчченех. Сăмах май, 2016-мĕш çулта Наталия çак конкурсра çĕнтернĕ ĕнтĕ.

Конкурса хутшăнакансем пĕрремеш тапхăрта хăйсемпе çывăхрах паллаштарчĕç. Нумайăшĕ ушкăнпа килнĕ, юрă-ташă хатĕрленĕ. Вĕсен ĕçне сумлă тÿресем хакларĕç. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире палăртрĕç. Йĕркелÿçĕсем çакăн пек тупăшусем культура тытăмне ытларах пултарулла та мал ĕмĕтлĕ çамрăксене явăçтарма пулăшасса шанаççĕ.