Шкула кайма иртерех тăма тивет

Вăрмар районĕнчи ишĕлме пуçланă шкул шăпине çывăх вăхăтра экспертсем татса памалла. Унта çӳренĕ ачасене вара халĕ çывăхри Пинер шкулне турттараççĕ. Вĕренӳ ĕçне мĕнле йĕркеленипе Алексей Енейкин кăсăкланчĕ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Ирхи 6 сехет те 58 минут. Аслă Чак шкулĕнчи вăтам классенче вĕреннĕ ачасем тата учительсем ял варринчи чарăнура автобус кĕтеççĕ. Вăл кунта халь-халь килсе çитмелле. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене вара шкул автобусĕ 2-мĕш рейспа 7 сехет çурăра илсе каймалла.

Çак çĕнĕлĕх ялти шкула утма хăнăхнă ачасемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те хушма чăрмав пулса тухнă.

Çапах та, çĕнĕ йĕркене пăхăнмаллах. Автобусран юлас мар тесе шкул ачисем малтанхинчен çирĕпрех дисциплинăна хăнăхаççĕ.

9 çухрăмри Пинер ялне автобус хăвăрт çитет. Кунти шкула 2013-мĕш çулта хута янă. Кăçал унта 77 вĕренекен çӳрет. Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисен 2 ушкăнĕ пур. Пĕтĕмпе вара çурт 160 ачана йышăнма пултарать. Аслă Чакран килнĕ вĕренекенсемпе пĕрле паян кунта 109 ача. Икĕ шкулти ачисем кĕске вăхăтрах пĕр-пĕринпе паллашса çĕнĕ юлташсем тупма ĕлкĕрнĕ.

Аслă Чакра 38 çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ Юлия Иванова вара инкек хыççăн хăйĕн класc ачисемпе пĕрлех Пинер шкулне ĕçлеме килнĕ. Кунта шăпах вĕрентекен кирлĕ пулнă.

Аслă Чакри сатик ачисене вара Вăрманкас ялне турттарма пуçланă. Кунти шкулта вĕсене валли малтан пушă тăнă пӳлĕмсене хăтлăлатнă. Ашшĕ-амăшĕ тирпей-илем кĕртме, кирлĕ хатĕрсемпе тетте-тавраш куçарса килме пулăшнă.
Аслă Чак шкулĕнчи ытти вĕрентекене те ĕçсĕр хăвармĕç. Район администрацийĕнче ку енĕпе тĕрлĕ май шыраççĕ.

Ишĕлме тытăннă шкул çурчĕпе вара мĕн тăвасси хальлĕхе паллă мар. Кунта тирпей ĕçĕсем пуçланмалла.