Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене удостоверени пама пуçланă

Ăна виçĕ е ытларах ача пăхса çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ тивĕçеççĕ. Паянхи кун ăна 200 ытла çемье илнĕ. Пĕрремĕш документсене Правительство çуртĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пачĕ.
 
Елена Дмитриева, Наталия Егорова, Михаил Солин

Савăнăçлă лару-тăрура пĕлтерĕшлĕ документа  республикăри 10 нумай ачаллă çемьене парса чысларĕç. Пурте вĕсем уява пысăк йышпа çитнĕ. Андрей Кузнецов паллă юрăçпа Алевтина мăшăрĕ тăватă ача пăхса çитĕнтереççĕ. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕ конкурса, ăмăртăва хутшăнаççĕ, обществăлла ĕçре те хастар. Икĕ çул каялла Кузнецовсем  „Чи пултаруллă çемье“ ята тивĕçнĕччĕ. Чи кĕçĕнни Платон - 10 уйăхра кăна. Аслă ывăлĕ Максим ашшĕ пекех юрă-кĕвĕ юратать.

Малтан çăмăллăхсемпе усă курас тесен чылай хут пуçтармалла пулнă. Халĕ пĕр удостоверени кăтартсан та çителĕклĕ.  Çакăншăн нумай ачаллă çемьесем уйрăмах кăмăллă.

Çак документ  нумай ачаллă çемьесене  культура çурчĕсенче, музейсенче, спорт объекчĕсенче тата кану паркĕсенче çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк парать. Сергейпе Галина Митрофановсен ― виçĕ хĕр.  Туслă та йышлă çемьене перекетлеме май пулни савăнтарать.

Паян Чăваш Енре 13 пин нумай ачаллă çемье. Пурте вĕсем удостоверени илме пултараççĕ. Çакăн валли вырăнти социаллă хӳтлĕх уйрăмне пырса заявлени çырмалла. Документа  виçĕ çуллăха параççĕ. Республикăри çемьесем документпа ытти регионта та усă курма пултарсан лайăх пулĕччĕ теççĕ. Халĕ республика влаçĕсем ку ыйтăва тĕпчеççĕ.