19 апреля 2019 23:44   3°   $64.07 €72.24

15.03.2019 09:17

Çĕрпÿри пĕр çуртра пурăнакансем чăтăмсăр тĕп юсав кĕтеççĕ

Тултан пăхсан - чиперех, шала кĕрсен - чун ыратать. Çĕрпÿри Юбилей урамĕнчи 13-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче пурăнакансем хваттерĕсене шыв кайнипе нушаланаççĕ. Пÿрте пăхса тăракансем мĕн шантараççĕ тата лару-тăрăва ырă енне улăштарма пулать-и? Леонид Петров корреспондент каласа кăтартать.  
 
Леонид Петров, Семен Антонов     
 
Ку çурта кивĕ тейеймĕн. Ăна 90-мĕш çулсенче хăпартнă.  Чăн та, строительсем тăррине ансат майпа ăсталанă. Плитасене, маччапа çивитти хушшинче пушă вырăн хăвармасăр, тÿрех хваттерсем çийĕн хунă. Çавна пула çурхи тата кĕрхи кунсенче шыв анать. Уйрăмах  çÿлти хутра пурăнакансем йывăрлăх тÿсеççĕ. 

5-мĕш хутра пурăнакан Сергей Васильевăн тумлакан шыва пухас тесе мĕн пур савăтпа усă курма тивет. Нÿрĕ пулнăран, арçын килĕнче çывăраймасть. Вăхăтлăх вăл урăх хваттер тара илнĕ. Кÿршĕллĕ Павловсен те çавăн пекех ÿкерчĕк: обойсем сĕвĕннĕ, стенасем кăвакарнă. 3 пÿлĕмрен пĕри кăна пурăнма юрăхлă. Ашшĕ-амăшĕ уйрăмах нумай пулмасть çуралнă ача сывлăхĕшĕн шикленет.

Николай Федоров хваттерне те шыв анать. Çакна маччари сарăхнă лаптăксем те лайăх çирĕплетеççĕ. Йĕпепе электричество тытăмĕ юрăхсăра тухнă. Килте пĕртен-пĕр розетка кăна ĕçлет. Çавăнпа çемьен урайĕнче çĕлен пек явăнса выртакан пралуксем тăрăх утса çÿреме тивет.  

Тăрă тĕрĕс мар пулнипе пĕрлех, шыв юххисем те туман, терĕ çурта пăхса тăракан управляющи компани ертÿçи Владислав Яковлев. Çавна пула шыв кÿлленсе тăрать. Рабочисем юра тасатсах тараççĕ пулин те, усси сахалрах. Çурта пăхса тăракан пĕрлешÿре тĕп юсав валли уçнă ятарлă счета шанаççĕ. Ĕçе пуçăнма сахалтан та 3 миллион тенкĕ кирлĕ.

Çуртра пурăнакансемпе калаçса татăлсан, кăçал икĕ хысаклă тăрă тăвас тĕллевлĕ. Строительсем юр кайсанах, ака уйăхĕнчех, ĕçе пуçăнма хатĕр. Ку ыйтăва прокуратурăра ĕçлекенсем те асăрхасах тăраççĕ.