Шупашкарти йĕрке хуралçи пушă вăхăтра ал ĕçĕ тума юратать

Шупашкарти полици уйрăмĕнчи Светлана Вазикова следователь пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе çип тытать. Вăл нумай çул ĕнтĕ картинăсем тĕрлет. Йĕрке хуралçин курав йĕркелемеллĕх те ĕçсем пухăннă.

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Владимир Синдеев
  
Пейзажсем, натюрмортсем, чĕр-чунсем, тĕрлĕ картинăсен репродукцийĕсем - Светланан юратнă тема нумай. Чăтăмлăхĕ те çителĕклĕ. Вăл - полицин 5-мĕш уйрăмĕнчи аслă следователь, юстици майорĕ. Ĕçре Светланан тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тивет. Службăра çирĕп ыйтма пултаракан йĕрке хуралçи пулсан, килте – пачах урăхла, тет.

Амăшĕнчен 9 çулти ывăлĕ те тĕслĕх илет, тĕрлеме хăтланать. Шалти ĕçсен органĕсенче Светлана 20 ытла çул ĕçлет. Вăл шутра виçĕ çул Хусанта 18 çул çитменнисен инспекторĕнче тăрăшнă. Шупашкарта -17 çул. Тĕрлеме вăл мĕн пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕ.

Çапах та Светлана тĕрĕ ĕçне амăшĕнчен мар, хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Йĕппе çип университетра ăс пухнă чух алла тытнă. Чăн малтан минтер пичĕсем, ал шăлисем илемлетнĕ. Хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене вăл халĕ те упрать. Каярах картинăсем тĕрлеме тытăннă. „Эпĕ ытларах чун валли аппаланатăп. Йывăр ĕç кунĕ хыççăн хам алăпа илемлетнĕ хваттере килме уйрăмах кăмăллă“, - тет Светлана.