Туслăх, пулăшу тата пĕр-пĕрне хисеплени

Пилĕк е ытларах ача çуратса ӳстернĕшĕн, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн халĕ «Анне» хисеп паллипе чыслаççĕ. Чăваш Енре çак кунсенче пĕрремĕш хут патшалăхăн çĕнĕ наградине чи маттур аннесене пачĕç. Вĕсен йышĕнче Куславкка районĕнчи Людмила Беляева та пулчĕ. Унпа пирĕн корреспондент Елена Дмитриева çывăхрах паллашрĕ.

Елена Дмитриева, Семен Антонов

«Анне» хисеп паллине тивĕçессине ĕмĕтленмен те,   каласа парать Людмила Беляева. Патшалăх наградине ăна тата унпа пĕрле тепĕр 4 хĕрарăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Çемьешĕн ку ― пысăк савăнăç. Амăшне хавхалантарма икĕ йĕкĕреш ывăлĕсем Антонпа Кирилл та çитнĕ. Беляевсен çемйинче пĕтĕмпе 6 ача. Вĕсене  тăрăшуллă, ĕçчен, пултаруллă пулма вĕрентеççĕ. 

Беляевсен килĕнче кашни каçах юрă-кĕвĕ шăранать. Кĕçĕн хĕрĕ Екатерина ― юрлама, ташлама, сăвă калама ăста. Хăйĕн пултарулăхĕпе вăл пурне те савăнтарать. «Çитĕнсен артист пулатăп», тет пĕчĕк çăлтăр. Аслă хĕрĕ Настя та пилĕк çултанпах музыка шкулне çӳрет.

Çемьере ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Антонпа Кирилл йĕкĕрешсем спортпа туслă. Каччăсем çăмăл атлетика енĕпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ,  шкулта та лайăх паллăсемпе вĕренеççĕ. Халĕ Беляевсем килĕнче тăватă ачипе пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ Сергей слесарь пулса ĕçлет, кукамăшĕпе уйрăм пурăнать.  Иккĕмĕш ывăлĕ ― Евгений Балтийск хулинче çарта. Пысăк çемье пирки ĕмĕтленмен те, теççĕ Беляевсем. Людмилапа Павел шкулта вĕреннĕ вăхăтранпах туслă пулнă, 19 çултах çемье çавăрнă. Малтанах мăшăр Мускав хулине ĕçлеме тухса кайнă, унтан тăван района таврăннă.  2014-мĕш çулта нумай ачаллă çемьене Патшалăх пулăшнипе капмар çурт лартса панă.

Туслă çемьере пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  Тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине вĕрентеççĕ. Людмила тăтăшах ачисемпе йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнма тухать. Çулла  Беляевсем  пулла çӳреме юратаççĕ. Çемьере  кашнин вăлта пур. Чи пĕлтерĕшли - пĕр-пĕринпе туслă пулмалла, пулăшмалла, машăра хисеплемелле, ачасене юратса ӳстермелле, пĕтĕмлетрĕ  Людмила Беляева.