19 апреля 2019 23:28   3°   $64.07 €72.24

14.03.2019 09:03

Çĕршывра архивсен кунне паллă турĕç

Чылай аваллăх управăшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе уçă алăк кунне ирттерчĕç. Электронлă документсен патшалăх архивĕнче те çак кун яланах хăна йышлă.

Алексей Енейкин, Артур Галкин

«Чăвашкино» студипе электронлă документсен архивĕнче 1927-мĕш çултан пуçласа ӳкернĕ 10 пин ытла авалхи кинолентăпа тĕрлĕ фильм упранать. Çак паха пурлăх, паллах, чылай çынна кăсăклантарать. Хăнасене валли кунта ытти курав та хатĕрленĕ. Студентсем ĕлĕкхи кино ӳкермелли тата фото тумалли хатĕрсемпе паллашрĕç, кинематографи аталанăвĕпе, паянхи «Чăвашкино» ĕçĕпе кăсăкланчĕç. Архивра ĕçлекенсем çĕршыври Театр çулталăкне халалласа уява Чăваш Академи драма театрĕн артисчĕсене те чĕннĕ. Уяв хăнисене вĕсем театрти ĕç-хĕл пирки каласа пачĕç, Петр Осиповăн «Икĕ каччăн пĕр шухăш» спектакль сыпăкне кăтартрĕç.

Киноархив чăвашсен паллă артисчĕсем пирки нумай материал упрать,  тăтăшах тĕрлĕ издани хатĕрлет, фильмсем ӳкерет.

Уçă алăк кунĕнче яланах парне паракансем те пулаççĕ. Хальхинче республикăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Долгов архива «Кварц» кинокамера парнелерĕ.