Куславккара ăпăр-тапăр турттарса тухас ыйтăва асăрхасах тăраççĕ

Çӳп-çап турттарса тухассипе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхĕ республикăра халĕ те чакман.  Çĕнĕ реформа Чăваш Енре пĕлтĕр юпа уйăхĕнче пурнăçа кĕме пуçланă. Унпа килĕшӳллĕн ăпăр-тапăр пуçтарас йĕрке, çавăншăн тÿлемелли тариф улшăннă. Çĕнĕлĕх республикăри хуласемпе районсенче мĕнле вăй илсе пырать? Çак ыйтăва хуравлас тесе пирĕн  пултарулăх ушкăнĕ Куславккана çитрĕ.

Елена Дмитриева, Семен Антонов  

Çӳп-çапа вăхăтра илсе тухмаççĕ, ăпăр-тапăр урамра йăванса выртать, каласа параççĕ Куславккара пурăнакансем.

Çынсем уйрăмах йăлари ăпăр-тапăршăн тӳлемелли укçа виçипе  кăмăлсăр. Харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансем кивĕ хута кăмакасенчех çунтарса пĕтереççĕ, апат-çимĕç юлашкисене выльăхсене çитерсе яраççĕ.  Реформăн ырă енне хальлĕхе туйса илеймен-ха, теççĕ куславккасем. Кама тата мĕншĕн тӳлетпĕр? Çӳп-çап илсе тухакан машинсем  мĕнле ĕçлеççĕ?  Ăнланмалăх нумай.

Хула администрацийĕнче çӳп-çап турттарса тухассипе аванах ĕçленине пĕлтерчĕç. Машинсем графикпе килĕшӳллĕн çÿреççĕ, урамсенче таса та тирпейлĕ. Контейнерсем ăпăр-тапăрпа тулса ларнă тĕслĕх питĕ сайра тĕл пулать, терĕç пире вырăнти специалистсем.

Çитес вăхăтра хулара çĕнĕ контейнерсем вырнаçтарма, çӳп-çап пуçтармалли тепĕр 8 вырăн йĕркелеме палăртаççĕ. Ăпăр-тапăр реформипе çыхăннă ăнланмалăха регионти операторсем уçăмлатма пултараççĕ. Вĕсем кашни районтах палăртнă кун çынсене йышăнаççĕ.