Çулăма хирĕç кĕрешекенсен музейĕ çавра çулне паллă турĕ

Вут-çулăм тухас хăрушлăха сирес, инкекрен мĕнле сыхланмаллине тĕслĕхсемпе çирĕплетес тесе. Çак тĕллевпе 1974-мĕш çулти пуш уйăхĕнче Шупашкарта пушар хуралĕн музейĕ уçăлнă. Кăçал пирвайхи курав йĕркеленĕренпе 45 çул çитрĕ. Музейăн çавраçулне анлăн уявларĕç.
 
Алиса Александрова, Семен Антонов
 
Курав, музей... паян вара пушара хирĕç пропагандăламалли центр теççĕ çак вырăна. Малтанах Николаев урамĕнчи 6-мĕш пушар чаçĕн вĕренÿ центрĕ çумĕнчи 4 пÿлĕмре вырнаçнă музей. Паллах, ун чухне экспонат сахал пулнă.

1988-мĕш çулта музейе Карл Маркс урамĕнчи 4-мĕш пушар чаçĕн çуртне куçарнă. Кунта та 4 курав залĕ йĕркеленĕ. Ялсенче вут-çулăма хирĕç кĕрешме шыв турттарнă  урапасене, алă вĕççĕн пушар сÿнтермелли хатĕрсене, тĕрлĕ техникăна курма пулать кунта. Сăмах май, хăшĕ-пĕри халĕ те юсавлă. Унсăр пуçне макетсем, çăлавçăсен тум-тирĕ, пушар сăлтавĕ пулнă йăлари хатĕрсем — ачасемшĕн те, аслисемшĕн те тĕлĕнмелли нумай куравра. Çав вăхăтрах „хĕрлĕ автанран“ мĕнле сыхланмаллине-асăрханмаллине те тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. Шупашкарти 9-мĕш ача сатне çÿрекенсем Пушар хуралĕн музейне килсех çÿреççĕ.

Сăмах май, видеороликсен «Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пĕрле вĕренетпĕр» конкурсĕнче 9-мĕш сатике çÿрекенсем мала тухнă. Музей 45 çул тултарнине уявланă май вĕсене те парнесемпе чысларĕç. Хăйсен пурнăçне çăлавçă ĕçĕпе çыхăнтарнисем Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Центр çурчĕ самай кивелнĕ. Çавна кура музея çитес 2 çулта  юсама палăртнă.