Театр Çулталăкĕпе тата Хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç

Пурнăçра кашни çынна тимлĕх, чун ăшши, ырă сăмах кирлĕ. Этемлĕхĕн черчен пайне пушшех те. Пĕтĕм Тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Çамрăксен театрĕ Çĕрпÿри сипленсе юсанмалли 7-мĕш учреждение спектакльпе çитрĕ. Артистсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Çамрăксен театрĕ ку учрежденире пĕрремĕш хут мар. Кунти хĕрарăмсем театра çÿрейменнине пула уяв умĕн хăнасем килни уйрăмах паха. «Пирĕн тĕллев çак кĕске хушăра вĕсене кăшт та пулин ăшăлăх, чун хавалĕ, савăк кăмăл парнелесси», - теççĕ актерсем. Хальхинче вĕсем „Морозко“ спектакль кăтартрĕç.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче уçăлнă колонире ытларах эрех тата наркотик серепине лекнĕ хĕрарăмсем юсанаççĕ. Вĕсене кунта ятарлă медицина тата психологи пулăшăвĕ кÿреççĕ. Чылайăшĕ ирĕке усал чиртен яланлăха хăтăлса тухать. Учрежденири кашни кун тунсăхлă та пĕрешкел иртет тееймĕн. Кунта тĕрлĕ кружок ĕçлет. Вăл шутра театр студийĕ те пур.

Пухăннисем хăнасене нумайччен алă çупса чĕререн тав турĕç. «Уяв умĕн савăнăç парнеленипе пĕрлех учрежденири театр кружокĕшĕн те усăллă пулчĕ тĕлпулу», - терĕç куракансем.